Руль умӗнче хӗрсем
Районта хӗрарӑм-водительсене чечексем пачӗҫ
Мероприятие районти ГИБДД ӗçченӗсем, «Çул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджент учрежденийӗ, 1 номерлӗ вӑтам шкулăн çамрăк инспекторсен юхăмӗн членӗсем тата «Малтисен юхӑмӗ» организацийӗн активисчӗсем хутшӑннипе ирттерчӗҫ.
— «Автоледи валли чечексем» акцин — тӗллевӗ-ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн проблемисене, ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене пурнăçлассине, ҫавӑн пекех, ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансен тӗлӗшпе тимлӗ пулма общественноçа явăçтарассиччӗ.
Район шайӗнчи çак акцие йӗркелекенсем автоледисене Мартăн 8-мӗшӗ уявӗ ячӗпе саламларӗҫ, вӗсене хăйсен аллисемпе тунă чечексемпе открыткӑсем пачӗҫ, ҫул-йӗр правилисене яланах пурнăçлама, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхӑнма, ачасене ятарлӑ хӗтӗрпе илсе çӳретме чӗнсе каларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев