Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ килнӗччӗ

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа пӗрле, тӗп юсав ирттерекен Кивӗ Ишлӗпе Марс вӑтам шкулӗнче ӗҫ мӗнле пынине тишкерчӗç.

2022 ҫулта районта икӗ пӗлӳ паракан учрежденире «Вӗрентӳ» наци проекчӗпе тӗп юсав ирттереççӗ, тата икӗ шкулта: Кӗçӗн Чăнлă Алешкин-Саплăк вӑтам шкулсенче апат-ҫимӗҫ блокӗсене ҫӗнетеççӗ.

Хӑнасем юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашрӗҫ, вӗренекенсемпе, ҫавӑн пекех педагогика составӗпе  курса калаçрӗç.  Ильдар Ирекович вӗсене ҫӗршыв ертӳҫи умӗнче тӑракан задачӑсем ҫинчен каласа пачӗ, пурнӑҫланакан программӑсемпе паллаштарчӗ.

Визит вăхăтӗнче вăл «Созидание» çамрăксен клубӗнче те пулчӗ, унта ҫамрӑк суйлавҫӑ кунӗн шайӗнче квест-вӑйӑ иртрӗ. Мероприятире районти ӗçлекен ҫамрӑксем, вӗренекенсем, отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем хутшӑнчӗҫ. Ачасене суйлав правин никӗсӗсемпе Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ, «Единая Россия» партийӗн Çӗпрелӗнчи вырӑнти уйрӑмӗн секретарӗн çумӗ Алексей Ярухин тата территорири суйлав комиссийӗн ертӳçи Ильгизар Вафин паллаштарчӗç.

Çамрӑксемпе тӗл пулнӑ чухне Илдар Гильмутдинов шӑпах вӗсем ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ пулнине палӑртрӗ. Пурнӑҫра мӗнле те пулин ҫитӗнӳсем тӑвас тесен, кахаллӑха ҫӗнтермелле тата хӑвăнта лидерлăх пахалӑхӗсене йӗркелемелле, шкул ҫулӗсенченех общество пурнӑҫне хастар хутшӑнмалла, тесе çирӗплетрӗ. 

– Сирӗн кашнийӗнех политикӑлла аталану майӗсем пур. Активлӑх кирлӗ тата  пурте лайӑх пулать, – тесе палăртса иртрӗ.

Ҫамрӑксем ӑна ыйтусем те пачӗç. Паллах, сӑмах ҫӗршыври лару-тӑрусене те, юлашки ҫулсенчи пулăмсене те пырса тиврӗ.

– Санкцисем тата паянхи ҫӑмӑл мар условисем пулсан та, ҫӗршыври пур программӑсемпе наци проекчӗсене те сыхласа хӑварӗҫ тата вăя кӗртӗç. Çутӗç, сывлӑх сыхлавӗ, культура системисенче тата ытти сферăсенче тӗп юсавсем ирттерӗҫ, эпир хамӑр патӑрта мӗн тума пулнине вӗренӗпӗр, – терӗ ыйтусем çине хуравласа.

 Вӗсем вăйă-викто-ринăра ҫӗнтерекенсене дипломсем пачӗҫ, пурне те ăнăçусем сунчӗҫ. Унтан Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ геройсене асӑнса, пӗр минут шăп тӑчӗҫ.

Ҫак кун «Единая Россия» партийӗн призӗсемшӗн, Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине халалласа районта шахмат  турнирӗ те иртрӗ. Ильдар Гильмутдиновпа Марат Гафаров районти шахматистсемпе курса калаçма та вӑхӑт тупрӗç. Кунта та ҫӗнтерӳҫӗсене тивӗҫлӗ парнесемпе чысларӗҫ.

Кӑнтӑрла иртсен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ граждансене йышӑнчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев