РФ Конституцине улшӑнусем кӗртес енӗпе сасӑлавăн малтанхи тапхăрӗ пуҫланчӗ
Конституцие тӳрлетӳсем кӗртес енӗпе çыхăннă сасӑлав июлӗн 1-мӗшӗнче иртӗ. Гражданин тивӗҫне пурнӑҫласси вара, июнӗн 25-мӗшӗнченех пуҫланчӗ
РФ Конституцине улшăнусем кӗртес тӗлӗшпе июнӗн 25-мӗшӗнчӗнех сасăлав пуçланнине халăх хушшинче коронавирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăх пуррине шута илсе йӗркеленӗ.
– Паянхи кун Ҫӗпрел районӗнчи суйлав участокӗсем, вӗсен шучӗ вара – 36, хӑйсен суйлавҫисене йышӑнма пуçларӗç. Сасӑлав валли палӑртнӑ зданисенче суйлав участокӗсем 8.00 сехетрен пуҫласа 20.00 сехетчен ӗҫлеҫҫӗ, – тет территорири суйлав комиссийӗн председателӗ Ильгизар Вафин. – Кашни суйлав участокӗнче коронавирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăха асăрхаттарас енӗпе вăйри требованисем пурнăçланаççӗ.
Ҫакă суйлавҫӑсем участоксенче пӗр вăхăтра нумайăн пуҫтарӑнса ан кайччăр тесе тунă. Сасӑлав вӑхӑтӗнче те сыхланмалли мерăсем йышӑннă. Эпир килнӗ 1369 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел суйлав участокӗнче те ку ҫаплаччӗ – çакна ҫынсем йышлӑн ан пухӑнччăр тесе çапла йӗркеленӗ: пӗр енчен кӗрсен, тепӗр енчен тухса каймалла тунă. Кӗнӗ ҫӗрте дезинфекциленӗ кавир, тухнӑ ҫӗрте – усӑ курнӑ маскӑсемпе перчеткесем валли çӳп-çап савăчӗсем хунă. Килсе кӗнӗ вăхăтра ӳт температурине виҫеҫҫӗ, пӗр-пӗрин хушшинчи дистанци те сыхланать, участокра медицина ӗçченӗ дежурствăра тӑрать.
Эпир бюллетень илессишӗн паспорт кӑтартрӑмӑр, анчах суйлав комиссийӗн членӗ ӑна алине илмерӗ. Пӗр хутчен усă куракан ручкăпа алă пусмалла пулать.
Алла тыттарнă бюллетеньре «РФ Конституцие кӗртнӗ улшӑнусене ырлатăр-и?» тесе ыйтнă. Хурав варианчӗсем: «ҫапла» е «ҫук» тенисенчен пӗрне суйласа илтӗмӗр те ятарлӑ урнăна ятăмăр. Ҫапла вара, мӗнпур санитари требованисене пурнăçласа, эпир хамӑрӑн гражданин тивӗҫне пурнӑҫларӑмӑр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев