Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Республика, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗ кун ячӗпе

Уяв

Район хăйӗн тата республика йӗркеленнӗ кунсене тӗрлӗ мероприятисемпе палӑртрӗ.

Уявӑн официаллӑ пайӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров халăха саламланинчен тата район аталанăвне пысӑк пай кӗртнӗ малта пыракансене парнеленинчен пуçланчӗ.

– Çак уяв нумай нациллӗ Тутарстанăн, унăн халӑхӗсен пӗрлӗхӗн, тӑнӑҫлӑхӗн тата татулăхӗн символӗ. Ҫӗпрел районӗ пӗтӗм Тутарстанпа пӗр ритмра пурӑнать тата аталанать. Унӑн ăнăçăвӗсемпе ҫитӗнӗвӗсенче кашнин пайӗ пур. Малашне те республикӑна тата района аталанма, илемленсе пыма сунатӑп! – терӗ Марат Гафаров.

Мероприятире тыр çи ӗҫӗсенче малта пыракансене чысларӗҫ тата парнелерӗҫ, ҫавӑн пекех районти социаллӑ-экономика аталанӑвӗнче пысӑк пай кӗртекенсене, общество пурнӑҫӗнче активлă хутшăнакансене, ӗҫ ветеранӗсене сцена ҫине чӗнсе кăларчӗç. Вӗсене Тутарстан Президенчӗн, Правительствӑн, район пуҫлӑхӗн парнисене, район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа медальсем пачӗç.

Реклама

Нумай ачаллӑ ҫемьесем те айккинче юлмарӗҫ.  Ҫичӗ тата унтан та ытларах ача пӑхса ӳстернӗ Чӑваш Паснапуç ялӗнчен Васильевсене, ҫавӑн пекех Кивӗ Йӗлмелӗнчен Квасовсене парнелерӗç. Ваттисемпе пенсионерсем хушшинчи «Кӗрхи тулăх» конкурсăн ҫӗнтерӳҫисене палӑртрӗç.

– Пире уяв питӗ килӗшрӗ, пурте хаваслӑ, илемлӗ йӗркеленӗ. Иртнӗ ӗҫ ҫулӗшӗн парне илесси питӗ хумхануллă пулчӗ. Йӗркелӳҫӗсене тавтапуç, – тесе палăртса иртрӗç почта тата электричество ҫыхӑну узелӗнчен тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ ӗҫ ветеранӗсем Валентина Макаркинапа Рита Исхакова (ӳкерчӗкре).

Уяв каҫӗ концерт программипе, эстрада артисчӗ Айдар Ракипов юрланипе малалла пычӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев