Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Республика кунӗпе!

Хисеплӗ Çӗпрел çыннисем, район хӑнисем!

Сире пӗтӗм чун-чӗререн Тутарстанӑн патшалӑх уявӗпе – Республика кунӗ ячӗпе саламлатӑп. Хальхи Тутарстан – ҫӗршыври чи пуян регионӗсенчен пӗри. Эпир Тутарстанӑн пуян историйӗпе, унӑн ӗҫчен халӑхӗпе мăнаçланатпăр. Туслăх тата пӗр-пӗрне ăнланни, пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшни, тӑван ҫӗре юратни, аслисене хисеплени – ҫаксем пурте пирӗн республикӑра ӑруран ӑрӑва куçса пырса, паянхи кун та пурнăçăмăрта тивӗçлӗ вырăн йышăннă пахалăхсем. Ҫак паха енсем  нумай нациллӗ республикăра тăнăçлăха упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ.

Районăмăр, нумай нациллӗ Тутарстан çыннисен ретӗнче, социаллă-экономикăпа политика улшӑнӑвӗсен çул-йӗрӗпе пырать. Республикӑн аталанăвӗнче тунӑ ҫитӗнӳсене сыхласа тата ҫирӗплетес пысӑк ӗҫре Çӗпрел халăхӗн те тивӗҫлӗ пайӗ пур. Пирӗн районта нумай республика, муниципаллă программăсем, проектсем пурнăçланаççӗ, çавсемпе килӗшӳллӗн ҫулсем тӑваççӗ, ҫӗнӗ объектсем хута каяççӗ, пулнисене юсаççӗ, йӗри-тавралăх илемленет. Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем те ырми-канми ӗҫлеҫҫӗ – ҫӗр ӗҫченӗсем уй-хирте тырпул шӑпине татса параҫҫӗ, выльӑх пӑхакансем фермӑсенче тăрăшса ӗҫлеҫҫӗ, предпринимательсем те хӑйсен ӗҫне кунран-кун анлӑлатаҫҫӗ. Малашне те пирӗн ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пуласса, район çыннисем Тутарстан ырлăхӗшӗн тӑрӑшса, яваплăх туйса ӗҫлессе шанса тăратăп.

Хаклӑ вӗренекен туссем, вӗрентекенсем, воспитательсем, студентсем, ашшӗ-амӑшӗсем!

Пӗлӳ кунӗ вӑл – ачалӑхпа ҫамрӑклӑхӑн хумхантаракан уявӗ, туссемпе, вӗрентекенсемпе, ҫӗнӗ пӗлӳпе, хӑнӑхупа тӗл пулнин саманчӗ. Ҫак кун пӗрремӗш класра вӗренекенсем уйрăмах саламлă сăмахсене тивӗҫлӗ – вӗсемшӗн шкул пӗрремӗш хут алӑкӗсене уҫать. Вунпӗрмӗш классемшӗн вара, вӑл тӑван шкулта вӗренмелли юлашки вӗренӳ ҫулӗ. Çӗнӗ ăнăçусем çӗнсе илме вӗренекенсемшӗн, воспитательсемшӗн, ашшӗ-амӑшӗсемшӗн кашни кун ӑнӑҫлӑ пултӑр тетӗп. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе!

Хисеплӗ район çыннисем! Сире чун-чӗререн ырлӑх, тӑнӑҫлӑх сунатӑп. Малашнехи кунсем ҫине шанчӑклӑн пӑхар,  тӑван Тутарстаншӑн, тăван еншӗн тăрăшса, явап туйса ӗçлер. Сире Республика кунӗпе, сентябрӗн 1-мӗшӗ – Пӗлӳ уявӗпе!

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев