Районти историллӗ пулăм – «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма» – «Чистополье» агрохолдинг составне куҫать
Инвестор улшăнать
Çӗпрел çыннисем «Ак Барс-Çӗпрел» агрофирмăна лайăх пӗлеççӗ. Вăл пирӗн тӑрӑхра 2011 ҫулта ӗçлеме пуçланăччӗ.
Кайранхи ҫулсенче вӑл «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирмӑпа» пӗрлешрӗ те çак ята çӳретме пуçларӗ (агрофирмӑра 717 ҫын ӗҫлет). Ятне кура пӗлтерӗшӗ улшăнмасть тенӗ пек, мӗнле ятпа çӳресен те, директорӗсем улшăнса тăрсан та, агрофирмăн хуҫи «Ак Барс –Çӗпрел» холдинг компанийӗ пулса юлчӗ. Ҫӗпрел районӗнчи «Ак Барс – Çӗпрел» холдинг компание вара халӗ «Чистополье» ятли ылмаштарӗ. Çак кунсенче Аслă Аксу ялӗн Культура çуртӗнче çӗнӗ ертӳçӗ кивӗ кадрсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пычӗ.
«Чистополье» мӗн шантарать?
Калас пулать, ку холдинг ял хуҫалӑх сферинче ҫӗнни шутланать пулин те, ӗҫ кăтартăвӗсем пур – вӑл Чистопольпе Аксубаево районӗсенче ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Холдинг ял хуҫалӑх сферине пысӑк инвестицисемпе килнӗ – уй-хирте ют ҫӗршывра туса кăларнă ҫӗнӗ техника ӗҫлет, чи малта пыракан технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче «Чистополье» агрофирмӑн генеральнӑй директорӗ Гомар Закиров ҫакна çирӗплетсе:
– Эпир ҫуркунне кăна та 300 миллион тенкӗлӗх инвестицисем кӗртме шутлатпăр, ҫулталӑкри инвестицисем вара 800 миллион тенкӗрен иртсе кайӗç, – терӗ. – Кусем ӗнтӗ техникăсем, удобренисем т. ыт. те.
Генеральнӑй директор каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӗçе икӗ енпе – уй-хир тата выльӑх-чӗрлӗх отраслӗсенче сарса яма планлаҫҫӗ. Культурăсенчен кукуруза, рапс, соя, кӗрхи тулӑ акса ӳстересшӗн. Унчченхи агрофирма ӗҫӗн меслетӗнчен уйрăмрах пулнă май, пӗр культура пысӑк массивсем йышӑнӗ.
– Ҫуракинче 3 пин гектар çинче çурхи культурăсем, 7 пин те 500 гектарта хӗвелҫаврӑнӑш акма планлатпӑр. Ытти ҫӗрсене пурне те кӗрхи тырӑсем акма хатӗрлӗҫ, – тет Гомар Закиров.
Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне илес пулсан, генеральнӑй директор, пӗр ӗне 30 литр сӗт парсан çеç тӑкаксем хупланни çинчен каласа иртрӗ. Унчченхи агрофирмӑран йышăнса илнӗ выльӑх-чӗрлӗхӗн шайӗ, пахалӑхӗ, шел пулин те, лайӑхах пулманнине пӗлтерчӗ.
Ҫавӑн пекех вăл ӗҫшӗн тата ӗҫ укҫи тӳлемелли условисем ҫинчен те калаçрӗ.
Тӗлпулӑва ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене те чӗннӗччӗ. Паллах, вӗсем хӑйсен территорийӗнче пурӑнакан халăхăн хумхантаракан ыйтăвӗсене пачӗç. Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров, сӑмахран, халӑхӑн пай ҫӗрсене тара илнӗшӗн тӳлев суммипе интересленчӗ. Ҫакна хирӗҫ Гомар Закиров хӑй ку таранччен ӗҫленӗ вырӑнсенче гектаршӑн пӗрер пин тенкӗ тӳлени тата укҫалла шут-хисеп туни ҫинчен пӗлтерчӗ. «Ку енче те ҫаплах пулӗ, тесе шутлатпӑр эпир», – терӗ.
Шланка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильдар Якупов агрофирма хресчен-фермер хуçисем енӗпе хутшăнусем мӗнлерех пуласси çинчен ыйту пачӗ. «Вӗсем ку таранччен мӗнле ӗҫленӗ, çаплах малалла тӑсӗç, анчах вӗсен ҫӗрӗсем, мӗнле те пулсан сӑлтавпа, пирӗн ҫӗрсен уй-хирӗсенче пулсан, çав вăхăтра та енсен пӗрлехи шухăшӗ патне килсе тухăпăр», – терӗ.
Инвесторсен ылмашăннин процесӗ енӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ:
– Ҫӗнӗ инвестор пирӗн ҫӗрсене финанс тӳпине хывма планлать. Бизнес-плансене тӗштырӑ типӗтмелли комплекс, 1000 ытла ытти выльӑх-чӗрлӗх фермисем тӑвас ӗҫ те кӗрет, пурте йӗркеллӗ пулӗ, тесе шутлатӑп, – терӗ вӑл. Вӑл агрофирмӑпа ҫыхӑннӑ кашни ялтах ҫакӑн пек тӗлпулусем йӗркелеме хушрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев