Реклама
Тӗп хыпар
Районта зона семинарӗ
«Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗн базинче республикăн Атăл тăрăхӗнчи зонине кӗнӗ районсен выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн специалисчӗсем хутшӑннипе пысӑк семинар пулчӗ
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Ленар Гарипов ертсе пынӑ çак семинар-канашлура ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин специалисчӗсем, районсенчи ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗсен выльӑх-чӗрлӗх отраслӗн уйрӑмӗсен ертӳҫисем, ветеринари пӗрлешӗвӗсем селекци-йӑх службисен инспекторӗсем, таварлă сӗт-çу фермисен заведующийӗсем, кӗтӗве ҫӗнетес енӗпе технологсем, ял хуҫалӑхӗн тӗрлӗ харпăрлăх формисене пăхăннă пӗрлешӳсен зооветеринари специалисчӗсем хутшӑнчӗç.
Районти культура çуртӗнче семинарта хутшăнакансемшӗн малта пыракан технологисемпе тивӗçтерекенсен куравӗ те ӗçлерӗ. Кунта кашни ҫын пӗр-пӗр фирма сӗннӗ тата выльăх-чӗрлӗх отраслӗнче анлă усă куракан препаратсемпе паллашма пултарчӗ.
2021-22 çулсенчи хӗл каçармалли тапхăрта выльăхсенчен продукци туса илес кăтартăва ӳстересси, пуç шутне сыхласа хăварасси тата кӗтӗве çӗнетесси пек паха ыйтусене çавăрса илнӗ канашлăвăн пленарлă пайӗ районти культура çуртӗнче пуçланса кайрӗ. Ленар Гарипов залра ларакансене республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗнчи тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенчи 8 уйăхлăх ӗç кăтартăвӗсемпе паллаштарчӗ. Ленар Наилевич каланă тăрăх, кăçалхи çулăн 8 уйăхӗнче ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ленар Наилевич каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 8 уйӑхра республикӑра 970 пин тонна сӗт туса илнӗ тата 277 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах республика енӗпе сӗт выльăхӗсен йышӗ чакнă. Ҫак майпа пирӗн районта лайăх тенденци палăрнине те çирӗплетсе иртрӗ вăл. Хӑйӗн тухса калаçнинче вӑл, çавăн пекех, ӑратлӑ пӑрусене туянасси, кӗтӗве ҫӗнетме патшалăх пулăшăвӗ, субсидисем парса тӑни ҫинчен те каларӗ. Семинар вӑхӑтӗнче ҫавӑн пекех, ӗнесене сӗчӗсем енӗпе вăл пӗтӗ пулнине лабораторире палӑртмалли майсем ҫинчен сӑмах пычӗ. Ҫакӑн пек лаборатори пирӗн зонӑра Апас районӗнче пур.
Семинарăн пленарлӑ пайӗнче специалистсем районсенче сӗт выльăхӗсен отрасльне цифрăллă тăвассин темпӗсем; хуҫалӑхсенче селекципе генетика ӗҫне йӗркелес, апатăн пахалӑхне хак памалли лабораторисем; кӗтӗве ҫӗнетмелли технологисем, синхронизаци; апатăн пахалӑхӗ, балансланă рационсем; выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре пробиотиксемпе усӑ курас; сывӑ ҫамрӑк выльăх ӳстерес ыйтусем енӗпе тухса калаçрӗç.
Семинарӑн практикӑллӑ пайӗ «Дементьев ячӗллӗ агрофирмăн» Çӗнӗ Йӗлмел филиалӗн базинчи фермӑра малалла пычӗ. Кунта семинарта хутшӑнакансен тимлӗхне выльӑх-чӗрлӗх специалисчӗсен ӗнесене йăхлантарас тата йăхлантарнă хыççăнхи результатсене УЗИ пулăшнипе уçăмламалли опыта сӗнчӗç. Ҫамрӑк пăрусене ӳстерес, тынасене искусствӑлла майпа йăхлантарма хатӗрлесси, вӗсене ӑшӑ шывпа тивӗҫтересси, ӗнесене синхронизацилесси çинчен те калаçрӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев