Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районта Ватӑ ҫынсен декади мероприятисемпе пуян пулчӗ

Ватӑ ҫынсен декади районта мӗнле иртни çинчен «Пăшăрхану» центрӗн директорӗ Ильгизар Вафин  каласа пачӗ

Ватӑ ҫынсен декади районта мӗнле иртни çинчен «Пăшăрхану» центрӗн директорӗпе Ильгизар Вафинпа  калаçрăмăр.

– Ильгизар Рафикович, пӗлетӗп, пирӗн районта ватӑ ҫынсене уйрӑмах хисеплеҫҫӗ...

– Ҫапла, ку чӑнах та ҫапла. Пирӗн районта ветерансене Ватӑ ҫынсен пӗтӗм тӗнчери кунӗпе саламласси сентябрӗн 30-мӗшӗнченех пуҫланчӗ. Ҫак кун эпир ватă çынсене пысăк сортлă çăнăх  валеҫме пуҫларӑмӑр. «Ак Барс» Холдинг компанийӗн»  генеральнӑй директорӗ Иван Егоров пулăшу парас тӗллевпе районти аслă çулсенчи çынсем валли 27 тонна та 600 килограмм калăпăшӗнче ҫӑнӑх кӳчӗ. Çак продукцие кашни аслă çулсенчиçынна 5 килограмм шутӗнчен валеçрӗç. Пулӑшӑва районти 4467 аслă çулсенчи çынсем илчӗç. «Эталон-Агро» общество Кивӗ Шемӗршел ял тăрăхӗнче пурăнакан аслă çулсенчи 360 пенсионера 1800 килограмм, «А.А.Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн Кивӗ Чукал ялӗнчи пенсионерсене 750 килограмм пысăк сортлă çăнăх, «Р. А.Бикчуров»  хуҫалӑхӗ 270 пенсионера 1350 килограмм уйăрса пачӗç. «Цильна» общество вара 530 пенсионера пӗтӗмӗшле сумми 852 пин тенке тӳрӗ килнӗ апат-ҫимӗҫ пуххи валеҫрӗ. Ватӑ ҫынсене ҫӑнӑх тата апат-ҫимӗҫ пуххисене валеҫнӗ çӗрте волонтерсене, социаллӑ ӗҫченсене, ялти Культура çурчӗсенче ӗҫлекенсене, ял тăрăхӗнче ӗҫлекенсене явӑҫтарнӑ.

– Ватă çынсемшӗн ярмăрккă та йӗркеленӗ. Унта ытларах мӗн-мӗн сутăннă?

 – Унта 4 миллион та 415 пин те 800 тенкӗлӗх  ял хуҫалӑх таварӗсемпе продукцийӗсене сутрӗç. Ярмăрккăра районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсем концерт лартрӗç. «Çӗпрелӗнчи  отрасль технологийӗсен техникумӗн»  студенчӗсемпе поварӗсем икерчӗ, вӗри чей тата пăтă сӗнчӗç. Районти организацисем, предприятисем тата уйрӑм предпринимательсем автомашинӑсемпе ватӑ ҫынсене туяннă таварсене килӗсене леçсе пама пулăшрӗç. Ярмӑрккӑна пурӗ 77 тонна тулӑ, 72 тонна урпа, 13 тонна сӗлӗ, 3 тонна пăрçа, 2 тонна ыраш,  60 рулон утӑ,  48 рулон улăм, 15 тонна ҫӑнӑх, 12 тонна сӑсӑл, 500 килограмм ҫӗрулми, 22 тонна сахӑр песукӗ сутма кăларнăччӗ. Ярмăркка хыҫҫӑн пӗр аслă çулсенчи аппа 10 михӗ урпа ыйтнăччӗ, тепӗр кунне вара унӑн ыйтӑвне тивӗҫтерчӗҫ. 

–Тата ытти мероприятисем пулчӗç-и?

Реклама

– Çапла, 60 ҫул пӗрле пурăнакан ватӑ ҫынсене те декада пынă вăхăтра чысларӗç. Ҫавӑн пекех, октябрӗн 6-мӗшӗнче пенсионерсем хутшăннипе шашка-шахмат енӗпе турнир, октябрӗн 7-мӗшӗнче «Пурнӑҫ патне 10 пин утӑм» акци иртрӗ. 13 ветерана район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медалӗсене пачӗç,  5 тата унран та ытларах ачисем пулнă  нумай ачаллӑ ҫемьесене,  спонсор пулӑшӑвӗ пулнă май,  210 килограмм çăнăх пачӗç. Ҫавӑн пекех, çывхарса килекен Инвалидсен кунӗ ячӗпе инвалид ача пӑхса ӳстерекен ҫемьесене «Ак Барс» Холдинг компанийӗ» панă 590 килограмм çăнăха валеçнӗ.

– Районта уйрăм предпринимательсем те нумай. Вӗсем те çак акцие хушăнчӗç-и?

 – «Дуслык» (Р.Р.Субаев), «Амарант», «Капитан»  кафесем пӗчченшерӗн пурӑнакан ватӑ ҫынсене тӳлевсӗр апат валеҫнӗ, парикмахер Г.Ильясова  12 пенсионера тӳлевсӗр ӗçлӗ пулăшу кăтартнă. Кивӗ Шемӗршел, Кивӗ Ҫӗпрел, Звезда, Кивӗ Чукал, Кивӗ Кахăрлă тата Упи ял тӑрӑхӗсем Пӑвари ваттисен ҫуртӗнче пурăнакан ватă çынсем, Анат Чакă ял тăрăхӗ Нурлат хулинчи ватăсен çуртӗнче пурăнакан ватă çынсем, Марс тата Хулаçырми ял тăрăхӗсем Теччӗри ватăсен çуртӗнчи ватă çынсем патне кайса саламларӗç, апат-çимӗç  пуххисене пачӗç.

– Чăннипе те çак ӗçсем ватăсене – хисеп,  çамрăк ăрушăн – тӗслӗх пулса тăрать. Мӗншӗн тесен пиртен кашниех хӑҫан та пулсан ветерансен ретӗнче пулӗ. Анчах аслӑ ӑру представителӗсене ҫак кунсенче кӑна мар, тимлӗх, чун ӑшши тата вӗсемшӗн пăшăрханасси яланах пулса тăтăрччӗ, текен сунăмпа юлатпăр. Калаçăва хутшăннăшăн тав тăватпăр, Ильгизар Рафикович.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев