Реклама
Тӗп хыпар
Районта 160 хӗрарӑм ача ҫуратнӑшӑн тӳлевсем илнӗ
Ялта пурӑнакан хӗрарӑмсене ача ҫуратнӑшӑн пӗр хутчен тӳлеве 2018 ҫултанпа пама пуçланăччӗ
Тутарстан Республикин Правительствин йышăнăвӗпе, 25 ҫул тултариччен хӗрарӑм 1-мӗш ачине ҫуратрӗ-тӗк, ӑна 50 пин тенкӗ укçа парӑнать. 29 çул тултариччен хӗрарӑм 3-мӗш е тепӗр ача ҫуратсан, ӑна 100 пин тенкӗ парӑнать. Икӗ тӗслӗхре те, хӗрарӑмăн ялта виҫӗ ҫул пурӑнни тӗп услови пулса тăрать.
Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн çумӗ Наталья Бутаева пӗлтернӗ тӑрӑх, Тутарстан Республикин бюджетӗнче çак тӗллевсем валли çулталăклăх тӑкаксем çывхартса шутласан 165 млн. тенкӗ калăпăшӗнче пăхăннă.
– Пирӗн районта 2018 ҫултан пуçласа паянхи кунччен ял тăрăхӗнче пурӑнакан 160 хӗрарӑм ача ҫуратнӑшӑн пӗр хутчен тӳленекен тӳлевсене илчӗç. Вӗсенчен 130шӗ 25 çул тултариччен пӗрремӗш ачине çуратнăшăн 50шар пин тенкӗ, 30шӗ 29 çул тултариччен виççӗмӗш тата ун хыççăнхи ачине çуратнăшăн 100-шер пин тенкӗ илчӗ,– тет республикăри пурлăх пулăшăвӗ паракан центрӗн 18-мӗш уйрăмӗн заведующийӗ Гульназ Аюпова.
Специалист пӗлтернӗ тӑрӑх, 25 ҫул тултариччен тата 29 ҫула çитиччен ача ҫуратнӑ çак категорие кӗрекен хӗрарӑмсем социаллă хӳтлӗх уйрăмӗсене, нумай функциллӗ центрсене ултă уйăх хушшинче заявлени пама пултараççӗ. Заявление 10 кун хушшинче пӑхса тухаççӗ. Кирлӗ документсене, çаплах, электронлӑ майпа та пама май пур.
Калас пулать, кӑҫалтан ачаллă ҫемьесене социаллӑ пулӑшу кăтартас енӗпе хушма республика мерисене те кӗртнӗ. Ҫакӑ – сахал тупăшлă çемьесене, пилӗк тата унран та ытларах ачаллӑ ҫемьесене уйăхлăх пособи. Виҫӗ ҫултан пуҫласа 7 ҫула çитичченхи пулнă çемьери кашни ачана та уйăхсерен пилӗк пин тенкӗ пособи тӳлеҫҫӗ.
ТР патшалӑх тата муниципаллă услугăсен порталӗнче (uslugi.tatarstan.ru) ачана кашни уйӑхра парăнакан пособи палăртма заявлени пама май пур. Урӑхла каласан, социаллă хӳтлӗх управленине килмесӗр, электронлӑ майпа пособие палăртма пулать.
Ҫакăншăн Пӗрлехи идентификаци тата аутентификаци (ЕСИА) системинче регистрациленни услови пулса тăрать. 16 ҫула çитичченхи ачисем (пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисенче пӗлӳ илекенсем, анчах 18 ҫул тултариччен кăна) пулнă ашшӗ-амăшӗсем, тупăшӗсем Тутарстанра палӑртнӑ пурӑнма кирлӗ пулнă минимумран пӗчӗк пулнă çемьесем пособие ӗмӗтленме пултараççӗ.
Ачана кашни уйӑхсерен тӳленекен пособие илме электронлӑ заявление регистрацилеме пурӑнакан вырӑнӗ енӗпе вырнаçнă Республикăри пурлăх пулӑшăвӗн центрне параҫҫӗ.
Гульназ Аюпова каланӑ тӑрӑх, коронавирус инфекцийӗ сарăлас хăрушлăха чакарас тӗллевпе, пурӑнмалли вырăнӗ енӗпе тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлеме парăнакан субсидие, енчен тӳлев срокӗ 2020 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен 2020 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗчченхи тапхăрта вӗçленсен, ăна вăрăмлатса, 6 уйăха çитиччен çав калăпăшра параççӗ. 2020 çулхи октябрӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа 2021 çулхи мартăн 1-мӗшӗчченхи тапхăрта пӗрремӗш ачи çуралнипе (усрава илнипе) çыхăннă май, ачисем пӗр е икӗ çула çитнӗ çемьесене, 2020 ҫулхи октябрӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа 2021 çулхи мартăн 1-мӗшӗчченхи тапхăрта, уйăхлăх тӳлев енӗпе заявление тепӗр хут памасӑрах палӑртаççӗ.
Справка
Айгуль Фанисовнапа Халит Халикович Яфизовсем иккӗшӗ те Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Айгуль КФУăн экономика-менеджментӑн уйрӑмне вӗçлесе, тӑван енне таврăнса, ӗçе кӗрет. 2019 ҫулта Халитпа Айгуль çемье çавăраççӗ. Çамрăк çемьен савăнăçне тата та туллилентерсе, çемьене илем хушса кăçал сентябрь уйăхӗнче вӗсен хӗрӗ Айсылу çут тӗнчене килет. Халит та аслӑ пӗлӳллӗ специалист. Тăван енӗсене таврăнса тӗпленнишӗн ӳкӗнмеççӗ, пачах урӑхла, кунта хӑйсен йӑвисене тӑвас тӗллевпе пурӑнаҫҫӗ çамрăксем. Ҫамрӑк ҫемье Тутарстан Республикин Правительствинчен ялта пурăнса, пӗрремӗш ачине çуратнă 25 çултан çамрăкрах аннесене парăнакан 50 пин тенкӗ укçана та, çӗнӗ законпа пӗрремӗш ача çуралнă хыççăн парăнакан «Амăшӗн капиталӗн» сертификатне те илнӗ. – Пирӗн пек ҫамрӑк ҫемьесене парăнакан ҫак укҫа-тенкӗ – пысӑк пулӑшу ӗнтӗ, – тет Айгуль Яфизова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев