Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районӗпе çуракине 8000 гектара яхӑн лаптăк çинче ирттернӗ

Ял хуçалăхӗ

Районӗпе çуракине 8000 гектара яхӑн лаптăк çинче ирттернӗ. Кун пирки ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗ пӗлтерет.

Хальхи вӑхӑтра хуҫалӑхсенче ҫурхи тулӑ, урпа, пӑрҫа, сӗлӗ, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, хутăш апат тата пӗр ҫулхи курӑксем акаҫҫӗ. Кӗрхи тырӑсене апатлантарасси те малаллах пырать.

 «Цильна» обществăпа «И.Ф.Махмутов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗ  – ҫурхи ӗҫсенче малта пыракансем.  «Цильна» обществăра 300 гектар çинче ҫурхи тулă, 650 гектар çинче урпа, 100 гектар çинче сӗлӗ, 100 гектар çинче пӑрҫа, 30 гектар çинче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ; «И.Ф.Махмутов» хуҫалӑхӗнче – 270 гектар çинче урпа, 140 гектар çинче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, 170 гектар çинче хӗвелҫаврӑнӑш акса хăварнă.

Хресчен-фермер хуçалăхӗсенче ҫак кунсенче «МТЗ-82.1» тракторпа Радик Хайрутдинов тата пулăшаканӗ Газим Мухаметзянов (пӗрремӗш ӳкерчӗкре) сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акаҫҫӗ, «МТЗ - 12.21» маркăллă тракторпа Марат Нигманов (иккӗмӗш ӳкерчӗкре) хӗвелҫаврӑнӑш акать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев