Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Анна Маркована 90 ҫулхи юбилейӗпе саламларӗ

Ӗмӗрӗ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ

Январӗн 20-мӗшӗнче, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурăнакан Анна Николаевна Маркова 90 ҫул тултарчӗ. Ҫак сумлă уявпа ӑна район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.

Юратнӑ амӑшне ҫуралнӑ кунӗпе саламлама унӑн ачисем, унăн тӑван-хурӑнташӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем килнӗччӗ, кӳршисем те пуҫтарӑннăччӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров  савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Анна Николаевнана Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ ҫырăвне, парнесем, чечексем парнелерӗ, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн хисепленине тата тав тунине пӗлтерчӗ. Ӗç ветеранне ҫирӗп сывлӑх, ҫывӑх ҫынсен тимлӗхне, нумай ҫул пурăнма сунчӗ.

Анна Николаевна Маркова Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӗсем ҫемьере виҫҫӗн пулнӑ. Паян ялта унӑн йăмăкӗ пурӑнать, вӑл 87 ҫулта.

Ӗмӗрӗ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ вӑл. Мăшăрӗпе Николайпа, вӗсем 5 ача, икӗ ывӑл тата виҫӗ хӗр пӑхса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра 10 мӑнук тата 11 мӑнук пур. Вӑл кӗҫӗн ывӑлӗн Борисӑн ҫемйипе пурӑнать.

Сӑмах май, ывӑлӗ Борис тата унӑн мăшăрӗ Людмила январӗн 20-мӗшӗнче туй кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӗсем, 31 ҫул каялла, Анна Николаевнан ҫуралнӑ кунӗнче мӑшӑрланнă. Çăвăнтанпа кинӗпе, хӗрӗпе амăшӗ пек, килӗштерсе, туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

Анна Николаевна хăнасене хăйне хисеплесе килнӗшӗн тав турӗ тата ӗҫӗсенче ăнăçусем сунчӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев