Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Районта пурӑнакансем 58 социаллӑ контракт тунӑ

Тутарстан Республикине Ӗç, ӗçлӗх тата социаллӑ хӳтлӗх министерствин районти учрежденийӗсен 2024 çулăн ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсене пăхса тухрӗç

Лару вăхăтӗнче Ҫӗпрел районӗнчи халăха социаллӑ хӳтлӗх паракан пайӗн начальникӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Лилия Ракипова Тутарстанра вăйра пулнă социаллӑ пулӑшу мерисем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ. 

— Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫын тӗрлӗ социаллӑ пулӑшу мерисемпе усӑ курать. 2024 ҫулта, ҫапла майпа, 7200 ҫын тӗрлӗ тӳлевсем илчӗç, — терӗ вӑл.

Лилия Ракипова, çаплах, социаллӑ контрактăн — гражданинпа социаллӑ хӳтлӗх пайӗн хушшинче тунă килӗшӗвӗн пӗлтерӗшӗ çинчен ӑнлантарса иртрӗ.

— Социаллӑ контракт — ӗҫ шыранă çӗрте, уйрӑм предпринимательлӗхе, харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерессине йӗркелеме е уйрӑм хуҫалӑха тытса пыма пулӑшу пани. 2024 ҫулта Ҫӗпрел районӗнче 58 социаллӑ контракт тунӑ. Вӗсенчен 24шӗ — ӗҫе вырнаçма, 14шӗ — харпӑр хăйне ӗçпе тивӗçтерме, 6шӗ — хушма хуҫалӑха тытса пыма тата 14шӗ ытти енпе пулчӗç. Социаллӑ контракт тунӑ чухне граждансен пурлӑхпа тивӗҫтерӗннине те шута илмеҫҫӗ халӗ, — тесе палӑртрӗ ертӳҫӗ.

Социаллӑ хӳтлӗх пайӗ Тутарстан Республикинчи санаторисене кайма 2024 ҫулта 10 пенсионера тата 21 ҫынна сипленме ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсем панӑ. Ҫавӑн пекех, аслă çулсенчи 49 çын тата 18 инвалид ача республикӑри тӗрлӗ центрсенче реабилитаци иртнӗ.

Лилия Ракипова Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисене те палӑртса иртрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличӗсен, унта хутшӑннисен, вилнисен тӑлӑх арӑмӗсен тата тыл ӗҫченӗсен информаци базине ҫӗнетнӗ. 2025 ҫулăм январь уйӑхӗ тӗлне Ҫӗпрел районӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен 23 тӑлӑх арӑмӗ тата 86 тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Ларура, ҫавӑн пекех, «Ҫӗпрел районӗнчи республикӑри пурлӑх пулӑшӑвӗн (компенсаци тӳлевӗсен) центрӗ» патшалăх казначейство учрежденийӗн 18-мӗш пайӗн заведующийӗ Гульназ Аюпова, ачасемпе ҫамрӑксем валли «Ăшă çурт» социаллӑ приютăн директорӗ Ильгам Багаутдинов, «Пăшăрхану» халӑха социаллă пулăшу кăтартакан центрăн ертӳҫи Ильгизар Вафин тата Ҫӗпрел районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрăн ертӳҫи Роберт Низамов тухса калаçнине итлерӗç. 

Ларăва Ӗç тăвакан комитетăн социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов пӗтӗмлетрӗ. 
Вӑл социаллӑ хӳтлӗх ӗҫченӗсен ӗҫне пысӑк хак пачӗ. 

— 2024 ҫул Çемье çулталӑкӗн шайӗнче иртрӗ, эсир вара, социаллӑ сферӑра ӗҫлекенсем, нумай ачаллӑ ҫемьесен тата пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсен проблемисене татса парас тӗлӗшпе ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлерӗр. Кӑҫалхи çула Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе йышăнчӗç, ҫавӑн пекех, Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 80 ҫул тата Ҫӗпрел районне йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине палăртса ирттересси те умра тăрать. Ҫак паллӑ кунсен шайӗнче пирӗн асаттесен историлле еткерлӗхне упраса хӑварас, ӑна ҫемьесем урлӑ ҫитӗнекен ӑрӑва парас тесе пӗтӗм вӑя хума тивӗçлӗ эпир. Ӗҫӗрсемшӗн тата профессийӗре чунтан парӑннӑшӑн тав тăватăп, — терӗ Айрат Залялов. 

Мероприяти вӗҫӗнче парнесем те пачӗç. Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн Хисеплӗ грамотипе «Ăшӑ ҫурт» социаллӑ приютăн воспитателӗн пулăшаканне Марина Григорьевана тата социаллӑ ӗҫчене Нафиса Низамована чысларӗç. 

Халӑха ӗҫпе тивӗç-терекен центрӑн ертсе пыракан инспекторӗ Марина Матюшина, социаллӑ ӗçчен Людмила Осипова тата социаллӑ пулӑшу енӗпе ӗҫлекен специалист Сирина Салимзянова район пуçлăхӗн Тав çырăвӗсене илчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев