Районта преступность чакнă
Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи управленийӗн 2024 çула пӗтӗмлетмелли канашлăвӗнче тӗрлӗ ыйтусене пăхса тухрӗç
Управленийӗн 2024 ҫулхи оперативлӑ службăн ӗҫ-хӗлӗн кăтартăвӗсем ҫинчен уйрăмăн начальникӗ, полици подполковникӗ Артём Абрамов калаçрӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, район территорийӗнче преступлени шайӗ 2024 ҫулта Атӑл çи тӑрӑхӗнчи районсем хушшинче чи пӗчӗкки пулса юлнă. 2023 ҫулхипе танлаштарсан 8,1 процент чакнă.
Ҫӗпрел районӗнчи шалти ӗҫсен пайӗ ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе 3 категориллӗ районсем хушшинче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать.
Канашлура, ҫавӑн пекех, полици начальникӗн çумӗн, полици майорӗн Алмаз Валиевӑн докладне те итлерӗҫ.
Район прокурорӗ Олег Гайнетдинов хӑйӗн сӑмахӗнче уйрӑмах тимлӗх уйӑрма кирлӗ пулнă ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
Канашлура кӑҫалхи 2025 ҫул валли тӗллевсем палӑртрӗç.
Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов полици ӗçченӗсем ҫӗпрелсен пурнӑҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе илсе пыракан ӗҫӗн пӗлтерӗшне палӑртрӗ.
— Кулленхи оперативлӑ-профилактика ӗҫӗ район территорийӗнчи лару-тӑрӑва яланах контрольте тытса тӑма май парать. Районта пӗр массӑллӑ мероприяти те шалти ӗҫсен пайӗн ӗçченӗсемсӗр иртмест. Сирӗн профессионализм малашне те Ҫӗпрел районӗпе унăн ҫыннисен ырлӑхӗшӗн пахалӑхлӑ, яваплӑн ӗҫлеме май парасса шанатӑп, — терӗ вӑл.
Канашлу чи лайӑх ӗçченсене наградӑланӑ май вӗçленчӗ. Наградӑсене Рустам Мухаметзяновпа Артём Абрамов пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев