Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Районта çӗнӗ тӗп врач

Тутарстан Республикин сывлӑх сыхлав министрӗн çумӗ Владислав Виниченко медицина учрежденийӗн коллективне çӗнӗ ертӳҫӗ сӗнчӗ

 

Вăл – Ильдар Шигабутдинов. Аслӑ пӗлӳллӗ, медицина ӗçӗ-хӗлӗнче пайтах опычӗ пулнă, район территорийӗнче пурӑннӑ тата район больницинче нумай ҫул ӗҫленӗ врачсен Альфияпа Ильмас Шигабутдиновсен ывӑлӗ.

Ильдар Ильмасович медицинăри ӗç çулне Хусан  хулин больницинче хирург-уролог пулса пуçланă, нумай ҫулсем хушши «Хусаноргсинтез» предприятийӗн медицина службин ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. Çулталăк пуçламăшӗнче ăна Тукаевский районӗн тӗп больницин тӗп врачӗ пулма палăртнăччӗ.

– Ҫӗпрел районӗнчи тӗп больницӑра хальхи оборудованисем, мӗнпур хăтлăх пур. Компьютер томографийӗ  те вырнаçтарчӗç, малашне ФАПсене оборудованисемпе тивӗçтерме палӑртнӑ. Пуринчен ытларах вара, чи пахи – ҫынсем! Вӗсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси – пирӗн тӗп тивӗçӗмӗр.

Ильмас Илалович та пысӑк опытлӑ, пӗлӳллӗ пулнă хисеплӗ врачсенчен пӗри. Ывӑлне Ильдара пухнă опытне парӗ, тесе ӗмӗтленетӗп. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе Çӗпрелӗн больници республикӑри медицина учрежденийӗсен рейтингӗнче хӑйӗн позицине тата ытларах лайӑхлатасса шанатӑп.  Тухӑҫлӑ ӗҫ тата ăнăçусем сунатӑп, – терӗ министр çумӗ Владислав Виниченко çамрăк врачпа коллектива паллаштарса.

Вӑл, çаплах, Ҫӗпрел районӗн тӗп больницине нумай ҫул ертсе пынă Ильмас Шигабутдинова ТР сывлӑх сыхлав министрӗн Тав ҫырӑвне те пачӗ.

Ильдар Ильмасович хӑйне çакăн пек шанăç пӗлтернӗшӗн, республика, район ертӳçисене тав турӗ тата халăха усă парассишӗн тăрăшса ӗҫлессине пӗлтерчӗ. «Пӗрле ӗҫлӗпӗр! Малалла», – палӑртрӗ вӑл.

Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов: «Коллективӑн малалла та пысӑк çитӗнӳсем тумалăх потенциалӗ пур», – тесе палăртрӗ, çӗнӗ ертӳçе те, коллектива та ăнăçусем сунчӗ.

Тӗлпулу вăхăтӗнче министр çумӗ медицина ӗҫченӗсене хумхантаракан ыйтусене те çырса илчӗ. Маммографипе офтальмологи кабинечӗсене оборудованилес енӗпе кӗнӗ сӗнӳсене контрольте тытассине каларӗ.

Ертӳçӗсем больницăн корпусӗсене те пăхрӗç, сиплев условийӗсемпе паллашрӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев