Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Района Тутарстан Республикинчи Экономика, Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерствин представителӗсем килчӗҫ

Ӗçлӗ ушкӑн объектсене пӑхса тухрӗ

Делегаци представителӗсем производство объекчӗсене ҫитсе курчӗç, предпринимательсемпе тӗл пулчӗç.

Малтанах вӗсем «Государев Амбар» обществăра пулчӗç, унтан «Тăваньел сачӗсем» кооператива ҫитсе курчӗҫ.

Ӗçлӗ ушкăнри районăн ертӳçисем цеолит кăларакан тата ăна ӗçе кӗртес енӗпе ӗçлекен «Атӑл ҫи цеоличӗ» обществăра та, юлашки ҫулсенче ӗçлеме пуçланă «Исток» сӗт производствин цехне те кӑтартрӗç.

Ӗçлӗ ушкӑна «Ҫӗпрел» промышленность площадки резидентсемпе туллиленсе пыни тата вӗсен мӗнпур объекчӗсенче ӗҫ процесне йӗркелесси ҫӳллӗ шайра пулни ăмсантарчӗ. 

Министерство представителӗсем Ӗç тăвакан комитетăн ларӑвӗсен залӗнче предпринимательсемпе те тӗл пулчӗҫ. Унта вӗсем районти бизнеса аталантармалли, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе пулӑшмалли, ҫавӑн пекех, патшалӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли ыйтусене сӳтсе яврӗç.

Уйрăммăн илсен, «Тутарстан Республикин Гаранти фончӗн» директорӗн экономикӑпа финанс енӗпе ӗҫлекенӗн çумӗ Расим Усманов, «ТР Предпринимательлӗх фончӗн» районти представителӗ Данис Айнуллов, Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе   апат-ҫимӗҫ министерствин пӗчӗк формисене аталантарас енӗпе ӗçлекен уйрăмăн пуçлăхӗ Александр Молокин тухса калаçнине итлерӗç.

Хӑйӗн сӑмахӗнче Расим Усманов Çӗпрел ҫыннисем Гаранти фончӗ пулӑшăвӗпе усӑ курнине палӑртрӗ. «Иртнӗ çул Çӗпрел ҫыннисенчен кӗнӗ 17 заявкăна тивӗҫтернӗ пулсан, кӑҫал – 4», – терӗ вӑл.

Иджара Лизинг компанийӗн представителӗ Рамиль Сулейманов  вара ислам продукцийӗ туса кӑларас тата ку сферӑра пулӑшу мерисемпе ҫыхӑннӑ ҫул-йӗр ҫинче чарӑнса тӑнӑ.

Тутарстан Республикин экономика министрӗн ҫумӗ Сария Сиразиева районта предпринимательлӗх аталанӑвӗ ӳсӗм илнине палӑртрӗ.

– Пӗчӗк    бизнеса аталантарасси – паянхи кунăн тата пирӗн ӗҫ-хӗлӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри.       Пулӑшу мерисем ҫинчен калаҫасси, вӗсене аталантарасси, хавхалантарасси – пирӗн тӗп задача, – терӗ вӑл.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:

– Республика паракан пулӑшу мерисем те питӗ нумай. Чи пахи – вӗсемпе вӑхӑтра усӑ курни.

Малалла тăсса

 5 ҫул каялла Ҫӗпрел районӗнчи пӗчӗк тата вӑтам бизнес ӳсӗмӗ 15 процент пулнӑ пулсан, паян – 26 процент. Харпӑр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ те ӳсет. Çак ӗç-хӗле районăн 3000е яхăн çыннине явăçтарнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев