Район Совечӗн ларăвӗ
Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Совечӗн ҫирӗм пӗрремӗш ларӑвӗ пулса иртрӗ.
Ларӑва Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ тата ларăва илсе пычӗ. Депутатсене пӑхса тухма сакӑр ыйту кӗртнӗччӗ.
Ларура «2022 ҫул, 2023 тата 2024 ҫулсем валли планлă тапхăра пӑхса хăварнă Ҫӗпрел районӗн бюджечӗ ҫинчен» постановление улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» ыйту енӗпе финанспа бюджет палатин ертӳçин Ильдар Ракиповăн докладне итлерӗç. Тата тепӗр виҫӗ ыйту пирки: депутат статусӗ ҫинчен, муниципалитет службин вакантлă должноҫне йышӑнма конкурс ирттерес йӗрке ҫинчен, хакне пӗлтермесӗр муниципалитет пурлӑхне сутассине йӗркелесси ҫинчен район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин доклад турӗ.
«Тутарстан Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Ял халӑхӗн ӗҫлӗ активлӑхне ӳстермелли тата пӗчӗк хуҫалӑхсен формисене аталантармалли мерӑсем ҫинчен» темӑпа Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗн Ильмир Измайловăн докладне пӑхса тухрӗç.
Депутатсем, çавӑн пекех, «Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Совечӗн законлӑх, право йӗркипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх енӗпе ӗҫлекен яланхи комиссийӗн составне улӑштарасси ҫинчен», «Тутарстан Республикин Çӗпрел муниципаллă районӗнчи ҫул ҫитмен ачасен ӗҫӗсен, вӗсен прависене хӳтӗлемелли комиссин ҫӗнетнӗ составӗ çинчен» тата ытти ыйтусене пӑхса тухрӗç.
Лару вӗҫӗнче кашни тишкерекен ыйту енӗпе решенисем йышӑнчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев