Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Район пуҫлӑхне!»

Тимлӗх!

Хисеплӗ вулаканăмăрсем!

Сирӗн район пуҫлӑхне памалли ыйтӑвăр пур пулсан, эсир ӑна, редакци урлӑ  та пама пултаратӑр. Эпир «Район пуçлăхне ыйту» («Вопрос главе») рубрика уçса яма шутларӑмӑр.

Рубрикӑн условийӗсем питӗ ансат: Эсир пирӗн пата шӑнкӑравлатăр е  WhatsApp урлă 89278131323, 89600563239 номерсем ҫине çыратӑр, çаплах, tuganyak@bk.ru тата ranilyaaliy@yandex.ru электронлӑ почта урлă эсир хӑвӑрăн ыйтӑвăра пама  та пултаратăр. Эпир ӑна тӳрех район пуҫлӑхӗ патне яратпăр. Хуравне вара хаҫатра пичетлетпӗр. Ыйтусене Пӗтӗм Раҫҫей, ҫав шутра Ҫӗпрел районӗн интерессене пырса тивекеннисене кӑна шута илмелле.

Ку рубрика пирӗн районта пурӑнакансене интереслӗ те усӑллӑ пуласса шанатпӑр. Ырӑ сехет тӗлне пултăр!

Район пуҫлӑхне!

Пӗрремӗш ыйтусем

Мӗншӗн ҫӗр лаптӑкне арендӑлас енӗпе договора пăрахăçлама юрамасть?

Шайдуллин, Шемӗршел.

Хурав:

– Кашни тӗслӗхре договăрăн условийӗсем ҫине пӑхмалла. Договор вӑрах вăхăтлă  тата договорпа пур условисене те пурнӑҫланӑ пулсан, договора пӗр енлӗ йӗркепе кăна пăрахăçлама май ҫук.

М.Гафаров.

Ҫӗпрел – Пӑван – Хусан маршручӗпе автобус хӑҫан ҫӳреме пуçлать?

Д.Кузнецова.

«Хусан – Кивӗ Ҫӗпрел – Хусан» маршрут Тутарстан Республикин яланхи майпа пассажирсене çӳретмелли тата багаж турттармалли муниципаллă маршрутсен реестрне кӗрет.  Тутарстан Республикинчи транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пырса тивет. Çак маршрутсене субсидилемеҫҫӗ.

Маларах ҫак маршрутпа пассажирсене тата багажсем турттарассине «Восток-Транс-Строй» общество хӑй ҫине илнӗччӗ. Ку ӗҫе вӑл пассажирсем сахал пулнӑран тата автобус çӳретес ӗç хăйне хăй тӳрре кăларманнипе пӑрахрӗ.

Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви 2024 ҫулхи январӗн 9-мӗшӗнче «Хусан – Кивӗ Ҫӗпрел» маршрутпа пассажирсемпе багажсене турттарассине палӑртас енӗпе суту-илӳ (торги) ирттерчӗ, анчах автобус ҫӳретес текенсем тупӑнмарӗç.

Паян Тутарстанри Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитет «Кивӗ Ҫӗпрел – Пăрăнтăк» маршрутпа автобус юхӑмне йӗркелеме планлать. Пăрăнтăк станцийӗнчен «Пăрăнтăк – Хусан» поезчӗ кунсерен çӳрет.

Пăрăнтăк станцийӗнче транспорт кӗтмелли залпа ӑшӑ павильон тума палӑртнӑ.

Хальхи вӑхӑтра «Кивӗ Ҫӗпрел – Хусан – Кивӗ Ҫӗпрел» автобус юхӑмне ҫӗнетес енӗпе Хусан хулипе Ульяновск хулинчи автотранспорт предприятийӗсемпе калаçу илсе пыраççӗ.

М.Р.Гафаров, район пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев