Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Район пуçлăхӗ саламлани

Хаклă тыл тата ӗҫ ветеранӗсем, вӑрҫӑ ачисем! Çӗпрелӗн хисеплӗ çыннисем!

Акă ӗнтӗ 79-мӗш хут эпир Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе илетпӗр. Ҫак уяв кунӗсенче ӗлӗкхи çулсенчи пекех чӗресенче вӗçӗмсӗр хумхану, ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвне хисеп, тав тунипе тулли.

Ҫӗпрел районӗнчен фронта 14 пин ытла ҫынна мобилизациленӗ. Вӗсенчен кашни иккӗмӗшӗ ҫапӑҫу хирӗсенче, юнлӑ ҫапӑҫусенче паттӑррӑн пуç хунă. Эпир хамӑр ентешсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтерӗве çывхартас тесе хăйсенчен пысăк пай кӗртнӗ вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсене, тыл ӗҫченӗсене тав тунине пӗлтеретпӗр. Эпир Совет Союзӗн геройӗсемпе: Зариф Алимовпа (Çӗнӗ Кахăрлă), Семен Уганинпа (Матак), Нурулла Фазлаевпа (Мучелей), Исмагиль Хакимовпа (Аслă Чăнлă), Петр Юхвитовпа (Хурăнвар-Шăхаль) тата Мухтав орденӗн тулли кавалерӗсемпе Зиатдин Арсановпа (Кӗçӗн Чăнлă), Григорий Семеновпа (Хулаçырми) мăнаçланатпăр. 

Паян, ятарлӑ ҫар операцийӗ пынă вăхăтра, ҫӗнтерӳҫӗсен паттӑрлӑх тӗслӗхне малалла тӑснӑ май, пирӗн каччăсем Раççейшӗн, Донецкпа Луганск Халӑх Республикисенче тăнăç пурнӑҫшӑн хăйсене хӗрхенмесӗр ҫапӑҫаҫҫӗ. Истори масштабӗпе вӗсем ҫине хунӑ ӗҫӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк. 
Хисеплӗ ентешсем, Тӑван çӗршывӑн паттӑр салтакӗсем! Сире патриотизмӑршӑн, ҫӗршыв умӗнчи ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗр пулнӑшӑн тав тӑватӑп.

Шел те, вӑхӑт хӗрхенӳсӗр. Ҫак хăрушă, хаяр вăрçăн свидетелӗсем сахалланнăçемӗн сахалланса пыраҫҫӗ. Паянхи кун районта пӗр сывă вӑрҫӑ ветеранӗ те юлмарӗ, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсемпе тыл ӗҫченӗсем те 127 кăна юлчӗç. Сирӗн умӑрта пуҫ таятпӑр, чун-чӗререн тав тӑватпӑр! 

Районта пурӑнакансене пурне те ҫутӑ уяв ячӗпе саламлатӑп! Кашни ҫемьене ырлӑх-телей, ӑнланулӑх тата телей сунатӑп! Уяв ячӗпе! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев