Реклама
Тӗп хыпар
Раҫҫей кунӗ умӗн паспорт илчӗç
Ӗнер. Паян. Ыран
Июнӗн 12-мӗшӗ – Раҫҫей кунӗ. Çавна май районти 14 ҫул тултарнă 6 ҫамрӑк çынна Раççей паспортне савӑнӑҫлӑ лару-тăрура пачӗç.
Паха документа Камиль Гафаров, Сюмбель Мударисова, Александр Никишкин, Дарья Никишкина, Ирина Романова тата Диана Скворцова илчӗҫ. Паспортпа пӗрле вӗсене Конституци кӗнекине тата парнесем пачӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, район прокурорӗ Ильдар Маликов, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин районти уйрăмӗн начальникӗ Раиль Гатауллин ҫӗршыври ҫамрӑк граждансене асра юлмалли датăпа саламласа, ырӑ сунăмсем пӗлтерчӗҫ. Малашлăхӗсем илемлӗ, ҫутӑ тата ӑнӑҫлӑ, хӑйсене вара чӑн-чӑн патриотсем пулма сунчӗç. Аслă çулсенчисен ячӗпе ҫамрӑксене районти пенсионерсен Союзӗн ертӳҫи Дилюза Азизова та саламларӗ.
Кивӗ Кахăрлăран Сюмбель Мударисован асламăшӗ Миннисса аппа :
– Хӗрӗмӗр ӳссе çитӗнсе, паспорт илнӗшӗн эпир питӗ савӑнатпӑр. – Ачасене паспорта торжествăлла лару-тӑрура пани те хумхантарчӗ. Çак мероприятие – ҫак пысӑк уява – Раҫҫей кунӗ шайӗнче йӗркелени те питӗ лайăх. Вӑл ачасен асӗнче яланлӑхах юлӗ. Ачасем пурте сывӑ, телейлӗ ҫитӗнчӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев