Раҫҫей Геройӗпе тӗл пулни
Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунӗн шайӗнче районта тӗрлӗ мероприяти иртрӗ
Ҫакӑн пек мероприятисенчен пӗри — ентешӗмӗрпе, ҫар тата сывлӑш авиацийӗн летчикӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗпе Газинур Гарифзянович Хайруллинпа тӗл пулни.
Раççейре Тӑван çӗршыв Геройӗсен кунне 2007 ҫултанпа, декабрӗн 9-мӗшӗнчен паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун эпир хамӑрӑн Тӑван çӗршыв чысӗпе мухтавӗшӗн паттӑрла ӗҫсем тунӑ мӗнпур геройсене аса илетпӗр.
Палӑртса хӑвармалла, Ҫӗпрел районӗ Совет Союзӗн Геройӗсемпе Зариф Алимовпа, Семен Уганинпа, Нурулла Фазлаевпа, Исмагил Хакимовпа, Петр Юхвитовпа, Мухтав Орденӗн тулли кавалерӗсемпе Зиятдин Арсановпа, Григорий Семеновпа, Социализмла Ӗҫ Геройӗсемпе Абдулкадир Сабирзяновпа, Равиль Низаметдиновпа, Сергей Немасевпа, Александр Мокшинпа, Лазарь Дергуновпа, Усман Алиевпа, Ахметгарей Абдриевпа, икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ геройӗпе Петр Дементьевпа, çавӑн пекех, Раҫҫей Геройӗпе Газинур Хайруллинпа мăнаçланать. Газинур Хайруллин района килсех тăрать, хӑйӗн ентешӗсем мӗнле пурăннипе паллашать. Геройсен кунӗнче те вӑл тӑван ялӗнчеччӗ, шкул ачисемпе тӗл пулчӗ.
Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем, юнармеецсем, «Малтисем юхăмӗн» активисчӗсем Героя тата район пуҫлӑхне Марат Гафарова шкулăн фойинче кӗтсе илчӗҫ.
Хӑнасем шкул музейне кӗрсе курчӗҫ, унта тӗрлӗ ҫулсенчи Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнчен вӗренсе тухнисен тата вӗсене вӗрентнисен фотоальбомӗсемпе паллашрӗҫ. Тӗлпулӑвӑн тӗп пайӗ шкулӑн актсен залӗнче иртрӗ. Газинур Гарифзянович —1996 ҫулта, Кандагарда талибсен тыткӑнӗнчен тарнӑ «Ил-76» самолет экипажӗн членӗсенчен пӗри. Вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ чухне ентешӗмӗр хӑй мӗнле самолетсемпе вӗҫме, ӑҫта пулма, мӗн курма тӳрӗ килни çинчен каласа пачӗ. Вӑл вӗренекенсене лайӑх вӗренме, спортпа туслашма, ашшӗ-амӑшӗсемпе аслисен сӗнӗвӗсемпе канашӗсене итлеме сӗнчӗ. Вӗсен нумай ыйтӑвӗсене хуравларӗ. Хӑнасем Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ, вилнӗ ентешсене асӑнса, пӗр минут шăп тӑчӗҫ.
Герой «Созидание» çамрăксен клубӗнче те пулчӗ. Клуба форпостерсем, «Малтисен юхăмӗн» активисчӗсем, юнармеецсем, ӗҫ тата çар юхăмӗн ветеранӗсем, афганецсем килнӗччӗ. Тухса калаçнисем концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Газинур Хайруллина парнесем — Тутарстан Республикин паллă писателӗсем, ҫав шутра ентешӗмӗрсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке пачӗ, паттӑрлӑхшӑн тата час-часах тӑван ене килсе çӳренӗшӗн тав турӗ.
— Ялти ахаль каччă паттӑрла пысӑк ӗҫ тунӑ. Вӑл пирӗнпе юнашар пулнӑшӑн савӑнатпӑр. Газинур Хайруллин — районăн, республикăн, ҫӗршывăн мӑнаҫлӑхӗ, — тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров.
Вӑл, çавӑн пекех, Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗн Усман Алиевӑн ывӑлӗсене Фаниспа Иршат Алиевсене районăн энциклопедине парнелерӗ.
Газинур Хайруллин:
— Герой пулса ҫуралмаҫҫӗ, геройла ӗҫсем тӑваҫҫӗ, тесе калаççӗ. Паянхи Ҫӗпрел ҫамрӑкӗсем хушшинче те сăнавсенче ҫухалса кайман, геройсем пулма пултармалăх каччăсем пулнине шанатӑп эпӗ. Ентешсем ҫакна ятарлӑ ҫар операцийӗнче те ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Эпӗ хам та Çӗпрелӗнчен пулнипе мăнаçланатăп!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев