Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Раҫҫей чӗри» ятлă ҫемье вучахӗн çулăмӗ — Ҫӗпрелӗнче

Çӗршыв тăрăх килнӗ çемье вучахне теччӗсем пирӗн районăн çемйине пачӗç

Ҫемье вучахне симвăллакан çулăма Теччӗ хулинчи çамрӑк мӑшӑртан Ванюхинсенчен Чӑваш Паснапуçӗнче пурăнакан Валерийпе Вера Портновсем йышăнса илчӗç.

Ҫемье вучахӗн çулăмне памалли мероприяти Теччӗ хулин ЗАГС пайӗнче иртрӗ. Мероприятие чи хисеплӗ ҫемьесене чӗннӗччӗ. Районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов тата ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова ертсе пыракан делегаци теччӗсене парнесем пачӗ.

— «Раҫҫей чӗри» ятлă çемье вучахӗн çулăмне памалли акци ҫемье хаклӑхӗсемпе йӑли-йӗркисем пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртать. Çапла вара, ҫемье вучахӗн çулăмӗ Çӗпрелне таврӑнӗ, — терӗ Айрат Залялов.

Уява чӗннӗ кашни мӑшӑр Теччӗ районне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, нумай ачаллӑ ҫемье пулса шутланать. «Раççей чӗри» ятлă çемье вучахӗн çулăмне йышӑнакан Портновсем те нумай ачаллӑ ҫемье. Виҫӗ теçетке ҫул килӗштерсе пурӑнса, виҫӗ паттăр ывӑл пӑхса ӳстернӗ. Паянхи кун вӗсен виҫӗ ывӑлӗ те ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнаҫҫӗ.

— Пирӗншӗн ку — пысӑк чыс. Эпир çӗршыв тăрăх куçса çӳрекен «Раҫҫей чӗри» ҫемье вучахӗн эстафетине малалла тӑсма пултарнипе питӗ мăнаçланатпăр. Ҫак самантсем пирӗн ҫемье историйӗнче ӗмӗрлӗхех сыхланса юлӗç, — терӗҫ вӗсем.

Районта вара çемье вучахне ЗАГС пайӗнче культурӑпа спорт тата обществăлла учрежденисен представителӗсем кӗтсе илчӗç. Капсул районта пӗр эрне тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Раҫҫей чӗри» ҫемье вучахӗн шайӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗç. Тунтикун, ноябрӗн 18-мӗшӗнче, çулăма Пӑва районне чаплӑн парӗҫ.

Справка

2024 ҫула Раҫҫей Президенчӗ Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫулталӑкӑн тӗп символӗ — Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» çемье çулăмӗ пулса тӑчӗ. Ӑна Мускавра ВДНХра «Раççей» куравӗнче чӗртсе янӑ.
Çулăма Муромри Святой-Троицки монастырӗнчен ятарлӑ лампадӑра илсе килнӗ. Ҫак хула православи тӗнӗн святойӗсен Петрпа Февронийӗн Тӑван ҫӗршывӗ пулса шутланать. Вучах 12 лампада ҫине куҫать тата федераци округӗсемпе регионсем тӑрӑх сарӑлать. Пӗр пайӗ вара Тутарстана таврӑнать. Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье вучахӗ ҫулталӑк хушшинче ҫемьерен ҫемьене куҫать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев