Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Радик Тухфатуллин: «Çамрăк салтаксем ятарлă ҫар операцийӗнче хутшӑнмӗç»

Кӗрхи призыв

Çар службине кайма кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Кӑҫал ӑна ҫӗршыври лару-тӑрупа ҫыхӑнтарса, пӗр уйӑхлӑха кая хăварчӗç. Эпир Пӑвапа Ҫӗпрел районӗнчи ҫар комиссарӗпе Радик Харисович Тухфатуллинпа призыв мӗнле условисенче пуласси, ҫамрӑк салтаксене мӗн кӗтни ҫинчен калаҫрӑмӑр.

– Радик Харисович, кӑҫал ноябрӗн 1-мӗшӗнчен  ҫӗршывра кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Иртнӗ çулсенчисемпе танлаштарсан кăçалхи кӗрхи призывра улшӑнусем пур-и?

– Кӗрхи призыв яланхи йӗркепе иртӗ. Ҫӗпрел районӗнчен 30 каччă салтак тумӗ тӑхӑнӗ. Служба срокне вӗçленисем ӗнтӗ чаҫсенчен килӗсене таврӑнма та пуҫларӗҫ. Кӗрхи призыв кăçал та декабрӗн иккӗмӗш декадинче вӗҫленӗ.

– Каччăсем ӑҫта службăра тăрӗç?

– Ку кӗрхи призывпа çар службине каякан каччăсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене чи хумхантаракан ыйту ӗнтӗ. Раççей Оборона министрӗ Сергей Шойгу пӗлтернӗ тăрăх, çар службине кайнă пӗр призывник та (срочниксем) ҫар операцийӗнче  хутшӑнмӗç.  Ҫавӑнпа та кун пирки пӑшӑрханмалли нимӗн те ҫук. Каччăсене тӗрлӗ ҫар округӗсене ӑсатаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех каччăсен ҫарсен тӗсне суйласа илме те май пур. Ҫакăншăн маларах çар комиссариатне килсе пӗлтермелле.

Пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир Мускав облаҫӗнчи Ногинск хулинчи ҫар чаҫӗпе ялан ҫыхӑну тытатпӑр. Унта кашни призыврах кайса, Ҫӗпрелӗн каччисен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлсе таврăнатпăр. Паянхи кун унта пирӗн 20 ытла ентешӗмӗр службăра тăрать. Çак кӗрхи призывра та унта 10 каччă кайӗ, тесе планлаççӗ. Ҫитес ҫул ҫар чаҫӗ йӗркеленнин 70 ҫулхи уявӗ пуласса кӗтеҫҫӗ. Ҫак дата ячӗпе мероприятисем ирттерӗç. Унта район делегацийӗ те хутшӑнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, пирӗн республика ҫавӑн пек 47 ҫар чаҫне шефа илнӗ. Çак ҫар чаҫӗсенче служить туса таврăннă каччăсем нимӗн чухлӗ те ӳкӗнмеҫҫӗ, ҫар службине тунсăхласа аса илеҫҫӗ.

– Паян ҫартан тарса çӳрекенсем пур-и?  Вӗсен тӗлӗшпе мӗнле ӗҫ илсе пыраççӗ?

– Хальхи вăхăтра ҫартан пӑрӑнса çӳрекенсем ҫукпа пӗрех. Каччăсем çар служби хӑйсен тивӗҫӗ  пулнине ытларах та ытларах ӑнланма пуҫларӗҫ. Каччă ҫарта пулса таврăннă иккен, вӑл пур енчен те сывӑ, дисциплинӑллӑ тата малашлӑхшăн шанчӑклӑ çын. Ҫар службине каймасăр юлнă каччăсене ҫар билечӗ мар, справка кăна парӗç. Çак справкӑпа вӑл патшалăхăн нимӗнле ӗҫне те вырнаҫма, ытти майсемпе те усӑ курма пултараймасть. Ку федераци законӗпе килӗшӳллӗн çапла ӗçлет.

– 11-мӗш класс пӗтернӗ каччăсене вӗренме кӗме май парса, ҫар службине каяссинчен хăварса тăма пулать-и?

– Çапла, пулать. Шкултан вӗренсе тухакансене октябрӗн 1-мӗшӗччен вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме май параҫҫӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, халӗ ҫар ретне пӗр-пӗр професси алла илнӗ ҫамрӑксене ҫеҫ илни лайӑхрах пулса шутланать. 11-мӗш класс хыҫҫӑн, ниҫта та вӗренме кӗреймен пулсан, ҫар ретне хатӗрлеме пуçлаççӗ.  Ҫакӑн пек каччăсене «С» тата «Д» категори енӗпе шофер специальноҫне илме май параҫҫӗ.

– Мобилизаци ҫинчен те пӗр-ик сӑмах каласа иртсемӗрччӗ.

– Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ уйрӑм мобилизаци шайӗнче Çӗпрел районӗнчен 120-е яхӑн çынна мобилизациленӗ.  Паянхи кун тӗлне ҫак мероприятисем вӗҫленнӗ. Уйрăм мобилизаци енӗпе повесткӑсем парасси чарӑнчӗ. Пирвайхи черетре вăхăтлăх ҫар службинче пулнă, «хӗрӳ точкӑсенче» службăра тăнă, конкретлă задачӑсене пурнӑҫлама пултарнă, ҫар хатӗрлӗхӗ пур граждансене чӗнтерчӗç. Вӗсем: танк водителӗсем, артиллеристсем, механиксем, водительсем, стрелоксем. Запасра тӑракансенчен маларах специальноҫпа çар опычӗ ытларах пулнисене илчӗç.

Мобилизаципе çар службине чӗнтернӗ граждансен контрактпа иртекен ҫар служащийӗсен статусӗ пур.  Вӗсем ҫавӑн пек тӳлевсемпе социаллӑ гарантисем илӗҫ. Мобилизацилекенсене кашни уйӑхрах званине тата должноҫне кура тӳлевсем, ҫавӑн пекех тата хушма тӳлевсем, страховани тӳлевӗсем пăхăннă. Хальхи вӑхӑтра Ҫӗпрел районӗнчен мобилизациленӗ ҫынсен пӗр пайӗ республикӑри ытти муниципалитет пӗрлӗхӗсенчен чӗнтерсе илнисемпе пӗрле «Хусан Экспо» мобилизациленнисен сборный пунктӗнче пурӑнаççӗ, вӗренӳсем иртеҫҫӗ. Мобилизациленнисен малтанхи ушкӑнӗсем вара çар вӗренӗвӗсене çирӗплетме ытти чаҫсене çул тытрӗç. Эпир вӗсенчен кашнинпе, вӗсен ҫемйисемпе ҫыхӑну тытӑпӑр, кирлӗ пулӑшу пама тӑрӑшӑпӑр.

– Призывниксен ашшӗ-амăшӗсене, тăванӗсене мӗн каланӗ пулăттăр эсир?

– Кирек мӗнле ҫарсене кайсан та, Çӗпрелӗн каччисем дисциплинӑллӑ, лайӑх служить тăваççӗ. Çар чаçӗсенчен пӗринчен те службăра тăракансем йӗрке пӑсни ҫинчен хыпар илни пулмарӗ. Ҫар службине ӑсатас ыйтупа ҫакна ҫеҫ каласшӑн: пирӗн асаннесемпе асаттесенчен, кукамайсемпе кукаçейсенчен,  атте-аннесенчен юлнӑ традицисем ҫухалса ан кайччӑрччӗ.  Пирӗн каччăсем те ашшӗ-амӑшӗсем патне, тусӗсем патне, савнийӗсем патне ҫырусем ҫырччӑр, яланах пӗр-пӗринпе калаçса тăччӗр. Чи пахи, çӗршывра тăнăçлăх пултӑр, каччăмăрсем лайăх служить туччӑр.

Ыйтусем пулсан, çар комиссариатне 8(843)743-48-14, 8(843)743-19-80 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев