Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пысӑк уяв пулать

Пӗтӗмӗшпе илсен, уяв сюрпризсемпе тулли пуласса кӗтеҫҫӗ

Августӑн 30-мӗшӗ – Республика кунӗ. Вӑл район йӗркеленнӗ кун пулса та тӑрать. Ҫак паллӑ кунсене халалласа, районта августӑн 26-мӗшӗнче тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Чи малтан, ҫак кун ҫӗнӗрен тунӑ объектсене чаплӑн уҫӗҫ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, кӑҫал та «Пыл ярмарки» йӗркелӗç. Ярмăрккӑра хӑйсен продукцине 8 облаҫран пыл туса илекенсем сӗнӗç.

Ҫак кун, çаплах, районти çутӗç учрежденийӗсем те уява килнисене «Чечек фестивалӗпе» савӑнтарӗҫ. Хӑйсен территорийӗсене чечек пахчи туса, ӗҫӗсене район конкурсне сӗннӗ, ҫӗнтерӳҫӗсем те парнесем илӗҫ. Культура ӗçченӗсем хӑйсен юрри-ташшисене парнелӗҫ. Пӗтӗмӗшпе илсен, уяв сюрпризсемпе тулли пуласса кӗтеҫҫӗ. 0+

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев