Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пыл ярмăрккине ырă сунса кӗтеççӗ

Кӗскен

2022 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗнче Ҫӗпрел районӗнче йӑлана кӗнӗ пыл ярмăркки иртӗ. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи мероприятие кӑҫал 4-мӗш хут ирттерӗç.

Ҫак кун районта пурӑнакансемпе тата хӑнасене Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен: Тутарстан Республикинчен, Ульяновск облаҫӗнчен, Чӑваш Енрен, Мари Эл, Удмурти Республикисенчен илсе килнӗ хуратул, ҫӑка, вӑрман, донник ытти тӗрлӗ чăн пылсен продукцийӗпе паллашасси кӗтет.  Кунсӑр пуҫне, прополис, подмор, воск тата хурт-хăмăр продукцийӗсем те пулӗç.

Мероприятие йӗркелекенсем хальлӗхе район ҫыннисене пыл туянма васкамалла марри ҫинчен канаш параҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ярмӑрккăра пылăн мӗнпур сорчӗсене курма, ӑна тутанса пӑхма, чӑн-чӑн пахалӑхлӑ продукци туянма май пулнисӗр пуçне, ҫавӑн пекех, пыл ӑстисемпе хӑйсемпе канашласа, калаçса илме те пулать.

Реклама

Пыл ярмăркки Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн Центральная урамӗнче ирхине 9.00 сехетрен пуҫласа ӗҫлеме пуçлӗ.

12+

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев