Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пыл хурчӗ — сыватакан

Семинар

«Ҫыннăн чунне сыватакан Коран пур пулсан, ҫыннӑн физиологине сыватакан — пыл хурчӗ», — текен каларăш регионсем хушшинчи семинарта пӗрре мар янăрарӗ. Унта ученӑйсемпе опытлӑ хурт-хăмăр ăстисем хутшӑнчӗç. 

Мероприятие район администрацийӗ, «Агробизнес кадрӗсене çӗнӗрен хатӗрлемелли тутар институчӗ» бюджет учрежденийӗ тата Хусан хулинчи «Агро-Апис-бизнес» общество йӗркеленӗ. 

Хурт-хăмăр ăстисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламалрӗ. Марат Ринатович хӑйӗн сӑмахӗнче районта 2500тен ытла пыл хурчӗсен вӗлли пулнине палӑртрӗ. 

Тутарстан Республикинче хурт-хăмăр ӗрчетес ӗҫ мӗнле шайра пыни тата малашлӑхӗ ҫинчен Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑх министерствин представителӗ калаçрӗ. Динар Гатауллин 2023 ҫулта тата 2024 ҫулăн 1 ҫур çуллăхӗнче Тутарстанра хурт-хăмăр ӗрчетес ӗҫӗн кӑтартӑвӗсене анализларӗ. Вӑл палăртса иртнӗ тăрăх, Тутарстанра 148 пин ытла вӗлле шутланнине, республикӑра 3673 тонна пыл туса илнине палӑртрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче те вӑл вӗллесене паспортизацилес ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫак ӗҫе 2025 ҫулта вӗҫлеме тӗллев лартрӗ.

«Тутарстанăн хурт-хăмăр ӗрчетекенӗсем» территорири обществăлла организацийӗн ертӳçи Шаукат Хайруллин Тутарстанри хурт-хăмăр ӗрчетес ӗҫре аталану перспективӗсене, ҫивӗч проблемăсене хускатрӗ.
Семинар вӑхӑтӗнче Раҫҫей Федерацийӗнчи пыл тата пыл хурчӗсен продукчӗсен хӑрушсӑрлӑхне контрольте тытас, энтомофильлӗ культурӑсене биологи тӗлӗшӗнчен хӳтӗлес, пыл хурчӗсем вилессине асӑрхаттарас енӗпе тӗп сӑлтавсемпе профилактика мерисене, ҫавӑн пекех пыл хурчӗсем ӗрчетес тӗлӗшпе ытти паха ыйтусене те хускатрӗç. 

Семинарӑн практикӑлла пайӗ вара Çӗнӗ Тăваньел ялӗнче, хурт-хăмăр ӗçӗн ăстин Марат Исхаковӑн утарӗнче иртрӗ.

Унта Апас районӗнчи хурт-хӑмӑр ӗрчетекен Рамиль Гатауллин «Вывод пчелиных маток — залог улучшения племенных и продуктивных качеств пчелиных семей» темӑпа доклад турӗ. 
Семинара пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн активлă хурт-хăмăр ӗрчетекен ăстасене Тав ҫырӑвӗсем, Дипломсем пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев