Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пушартан нимӗн те юлмасть

2023 ҫулхи ноябрӗн 5-мӗшӗнче, каҫхине, районта вӑйлӑ пушар килсе тухрӗ: «Атӑл ҫи Цеоличӗ» обществăн Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче вырнаҫнӑ материалсен склачӗн пӗр пайӗ пӗтӗмӗшпех ҫунса кайса, вут иккӗмӗшӗ пайне куçрӗ.

Пушар ҫинчен хыпара 18 сехет те 02 минутра йышăннă, 18 сехет те 11 минутра 114 номерлӗ пушар чаҫӗн ӗçченӗсем инкек пулнӑ вырӑна ҫитеççӗ. Ҫавӑн пекех пушар вырӑнне районти электричество сечӗн, газ службин, полици уйрӑмӗн, медицина ӗçченӗсене яраççӗ.

Унсӑр пуҫне пушара сӳнтерме «Фламинго», «Прогресс» организацисем, районти ирӗклӗ дружинӑсем, ҫавӑн пекех, кӳршӗри облаҫсенчен: Чӑваш Енӗн, Пӑва районӗн пушар сӳнтерекенӗсем хутшӑнчӗç.

Пушарăн лаптăкӗ 2400 тăваткал метра тӳрӗ килчӗ, ӑна 3-мӗш класслă хӑрушлӑхлă тесе палăртрӗç. Пушара сӳнтерме пурӗ 69 ҫын тата 23 техника хутшӑннӑ.

Даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, пушар тухнин сӑлтавӗ электричество оборудованине эксплуатациленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманни пулса тӑрать. Телее, сиен курнисем, вилнисем пулмарӗç. Пушартан пулнă сиен миллионшар тенкӗпе шутланать.

Администрацире иртнӗ ӗҫлӗ канашлура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пушара сӳнтерме хутшӑннисене пурне те тав турӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнса, тивӗçлӗ пулнă мӗнпур ӗçсене пурнăçлама чӗнсе каларӗ. Ку пушар извещателӗсене вырнаҫтарни, страхлакан компанисемпе договорсем туни, эвакуаци ҫулӗсене тӗрӗслени, ӗçлекенсемпе инструктажсем ирттерни тата ыт. те.

— Чрезвычайлӑ лару-тӑрусене пирӗн яланах хатӗр пулмалла, — терӗ Марат Гафаров. 

Вут никама та хӗрхенмест. Сивӗсем пуçлансан электричество оборудованийӗсене тӗрӗс мар эксплуатациленӗ пирки пушарсем тухас хӑрушлӑх пысӑкланать. Ҫавна пула электричество сетӗнче напряжени пысӑкланать, кӗске замыкани пулать. Çавăнпа та, электричество пралукӗсен, розеткӑсен, выключательсен юсавлăхне вӑхӑтран вӑхӑта тӗрӗслесе тăмалла.

Справка

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районта 24 пушар килсе тухнă, иртнӗ çул — 26. Шел пулин те, 2023 ҫулта пушар вӑхӑтӗнче 1 ҫын вилнӗ, сиен куракансем пулман. 2012 ҫулта 1 ҫын вилнӗ, 1 ҫын сиен курнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев