Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пушара пула Басыровсем урамра, пӗр нимӗнсӗр тăрса юлнă

Кил-çуртсăр тăрса юлнă çынсене пулăшу кирлӗ

«Вăрăран юлать, пушартан нимĕн те юлмасть», текен каларăш пур. Шел пулин те, ку сӑмах та хӑйӗн тӗрӗслӗхне ҫирӗплетрӗ — Басыровсен ҫемйи, июлӗн 28-мӗшӗнче, кил-ҫуртсӑр тӑрса юлчӗ. Паянхи кун вӗсем пурăнма тӑванӗсен пысӑках мар пушă ҫуртӗнче вырăн тупнă. 

— Эпир иксӗмӗр те ҫак ялта ҫуралса ӳсрӗмӗр, ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫлерӗмӗр. Эпӗ — фермӑра, ӗне сурӑм. 58 ҫул тултарсан пенсие тухрӑм, ҫавна май çак кун эпир ясин байрамне ирттертӗмӗр. Тӑвансенчен нумайӑшӗ килчӗç. Хӑнана кӳршӗсем, ял ҫыннисем кӗре-кӗре тухрӗҫ.

Кӑнтӑрла иртсен ачасем кил-картинчен хыҫалтан тӗтӗм тухнине курнă та, чупса кӗчӗҫ. Нимӗн шухӑшламасӑр сӗтел хушшинче чей ӗҫсе лараттӑмӑр. Кам мӗнле пӗлет, çапла тухса чупнине те, нимӗн те астумастӑп. Шыв та сапса пăхрăмăр, вут-ҫулӑм чӗлхисем çав самантрах пӳрт тӑррине кармашрӗç. Пӗтӗм тавралӑха, ҫурт ӑшчиккине тӗтӗмпе вут ҫавӑрса илчӗ. Пӗр самант хушшинче пӗр нимӗнсӗр тăрса юлтăмăр... Юрать-ха документсене илсе тухма ӗлкӗртӗмӗр. Ку — хӑрушӑ сăнав, — тет Фарида Басырова.

— Ҫулӑм пӳртӗмӗре, мунчана, выльӑх-чӗрлӗх сарайне, вӗсем валли хатӗрленӗ утта кăмрăк купине çавăрчӗ.

— Халӗ, кăштах тӑна кӗрсен, шухӑшлатпӑр та, юрать-ха çӗрле пулмарӗ ку инкек, тухаймасăр, ҫунса та вилнӗ пулӑттӑмӑр. Кăнтăрла пулнăран выльӑх-чӗрлӗх те урамраччӗ, — тет кил хуҫи.

— Байрам валли тына пуснăччӗ, бройлерсем, кăштах кӑвакал, вӗсене морозильника тултарса хунăччӗ. Нимӗн те юлмарӗ, — тесе хуйхăрса калаçрӗ кил хуҫи хӗрарăмӗ, куҫҫульне чараймасӑр. — Манӑн мăшăрăм виҫӗ ҫул хушши пӗр тӗлӗк курать. «Вӑранать те: „Мăшăрăм, каллех тӗлӗкре çунтăмăр“, — тет. Ҫак кунсенче манӑн вилнӗ аннем те тӗлӗкре курăнчӗ, питӗ кулянчӗ хăй. Асӑрхаттарнӑ пулмалла»...

Чӑннипе те, пулнă сиене шутласа та кӑлараймӑн. Пӗлтӗр ҫеҫ пӳртре юсав ӗçӗсем ирттернӗ, шыв кӗртнӗ, кăларнă. Шутласа кайсан, пӗр япала кăна та мӗн хак тăрать...

Хӑнана килнӗ аппӑшӗ Фируза каланӑ тӑрӑх, пушар сӳнтерекенсем унăн докуменчӗсене илсе тухнă.

— Эпӗ тахҫанах тивӗҫлӗ канура ӗнтӗ. Хӑнана чӗнсен, эпӗ байрама кăна мар, кайран та кăшт пурăнма юлăп, тенӗччӗ. Кирлӗ пулакан япаласем, кăштах укҫа, документсем — пурне те илнӗччӗ. Юрать-ха, пушар сӳнтерекен ман документсене илсе тухрӗ, ытти пӗтӗмпех ҫунса кайрӗ. Документсен те хӗррисем кăштах ӗннӗ. Тӑванăмсем халат туянса пачӗç акă, — тет Ульяновск хулинчен килнӗ Фируза аппа.

Хирӗçре пурăнакан Адия Махмутова та: «Пушара курсан, юн пусӑмӗ хăпарчӗ, 200тен те иртсе кайрӗ. Питӗ хӑраса ӳкрӗм, ачамсене телефонпа шăнкăравларăм. Ҫанталӑк уяр, ҫил вара пирӗн еннелле вӗрет... Пӗр самант хушшинче кӳршӗсем нимӗнсӗр тӑрса юлнине эпӗ халӗ те ӗненме пултараймастӑп», — тет.
Басыровсем вара: «Юрӗ-ха хамăр сывă юлтăмăр», — тесе йăпанаççӗ.

Хуйхӑ вӗсен алӑкне пӗрремӗш хут кăна шаккамасть. Темиҫе ҫул каялла Хусан хулинчен шывра путнӑ ывӑлне илсе килсе пытарнӑ. Паянхи кун вӗсен хӗрӗ Гулюса пур, ҫемйипе Хусанта пурӑнать. Вӗсем: «Айтăр, пирӗн пата», — тенипе килӗшсен те, ӗмӗр тăршшӗ пурăннă вырăна пăрахса, тухса каяссисем килмеççӗ.
Нимсӗр тăрса юлнӑ ҫемье паян питӗ йывӑр лару-тӑрура. Ҫуннин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, Басыровсем хăйсем электичество пралукӗнчен тухнă пулӗ, тесе шутлаҫҫӗ.

Кирек мӗнле пулсан та, инкек такампа та пулса иртме пултарать. Йывăрлăхсем килсе тухсан, халăх ялан пӗр шухăшлă пулса, пулăшу пама васкать. Районăн хисеплӗ ҫыннисем, «Ҫӗршыв сурсан кӳлӗ пулать», — тенӗ евӗр, вӗсене пулӑшу парасчӗ. Хӗрӗн Гулюсан 89274707471 телефон номерӗ «Сбербанк» карттипе çыхăннă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев