Пурнăнни вӑл — телей, енчен унăн хакне пӗлсен
Тутарстанри Патшалӑх Совечӗн депутачӗсен суйлавӗн кунӗнче юбилей мероприятийӗсем иртрӗҫ
Хулаçырми ялӗнче пурӑнакан Мария Николаевна Эндюкова — ятарлă çар операцийӗнче вилнӗ район ҫыннин амӑшӗ. Ҫак кунсенче вӑл 70 ҫул тултарчӗ.
Мария Николаевна пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ, «Амӑшӗн мухтавӗ» медальне тивӗҫнӗ. Ашшӗ унăн вӑрҫӑран, хӑрах алӑсӑр, инвалид пулса таврӑнать. Ҫапах та вӑл тӑватӑ ачине ура ҫине тӑратма вӑй тупать.
Ҫитӗнсе ҫитсен, хӗр малтан фермӑра дояркӑра ӗҫлет, унтан повар пулса ӗҫне малалла тăсать, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухать.
Мӑшӑрӗпе, Владимир Ивановичпа, тӑватӑ теçетке ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнаççӗ. Мăшăрӗ те колхозра малта пыракан комбайнер, механизатор пулса ӗҫлет.
Эндюковсен ывӑлӗ Игорь хӑйне валли контракт службине суйласа илет. Тӑван çӗршыва паттӑрла хӳтӗленӗ чухне унӑн пурнӑҫӗ татӑлать.
— Пирӗн ывӑл яланах хӑюллӑ пулчӗ. Пулӑшма, канаш пама васкатчӗ. Уҫӑ кăмăллăчӗ, — терӗç вӗсем ывӑлне ӑшшӑн аса илсе.
Паттăр ывăл ӳстернӗ Амӑшӗ ывӑлӗ ҫинченхи ҫутӑ асаилӳсем, ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пултăр тесе сунса, ывăлӗшӗн кӗлтӑвать.
Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗн хӗрӗ
Дидара Сибгатуллина нумай ачаллӑ ҫемьере, виҫҫӗмӗш ача пулса, ҫуралать. 1934 ҫулта Нуржамал аппапа Альметдин пиччен ҫемйинче çут тӗнчене килет.
Ҫав ҫулсен йывӑрлӑхӗ, нуши-терчӗ вӗсен ҫемйинчен те пăрăнса иртмест. Ашшӗне, пӗр ним айăпсăр, айăпсем тупса, тӗрмене хупса лартаççӗ. Пилӗк ачипе тăрса юлнă амӑшӗ вара талӑкӗ-талăкӗпе ӗҫре пулать.
Ҫемйи выçă ан лартăр тесе, мӗн май килнӗ таран вăй хурать.
Колхозсем кӗрлесе ӗçленӗ тапхӑрта уй-хирте пахчаҫимӗҫ те, табак та ӳстерет. Ачисем те ҫавӑнтах амăшӗпе пӗрле ӗçлеççӗ. Дидара та пахчаҫимӗҫ шӑварма, ҫӳп-ҫап пуҫтарма ҫӳрет. Ачасене, çаплах, хирте пучах пуҫтарма та, кӗреплесемпе сӳрелеме те тӳрӗ килет.
— Йывӑрччӗ, каламалли те çук. Аттемӗр çукки чуна ыраттарчӗ. Таврӑнчӗ. Анчах нумай ҫул пурăнаймарӗ. Мӗнле тӳссе ирттертӗмӗр эпир, мӗнле пурӑнтӑмӑр, эпӗ халӗ те пулсан ҫакӑн ҫинчен шухӑшлатӑп, — тет Дидара аппа.
Дидара аппа 1957 ҫулта кӳршӗ каччипе, вăрçăра хутшăннă Закийпе çемье çавăрать. Закий ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра шофер пулса ӗҫлет, хӑй фермӑра ҫамрӑк пăрусене пăхать. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та нумай ҫул хушши ӗçне малалла тăсать. Закий пиччепе пӗрле вӗсем ултӑ ача пăхса ӳстереççӗ, кашнине пӗлӳ илме, тивӗҫлӗ професси суйласа илме пулӑшаҫҫӗ. Тӗп никӗсре вӗсем амӑшне-хунямӑшне Минджиан аппана пӑхаҫҫӗ, унран пеххил илсе, юлашки ҫула ӑсатаҫҫӗ.
Шӑпа нумай сăнавсем панă пулин те, Дидара аппа паянхи кун питӗ телейлӗ. Шел, мӑшӑрӗ çак пурнăçра юнашар çук, вилнӗ. Ҫапах та ачисем, мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем, ӑна хурланса ларма памаççӗ. Уявсенче те, канмалли кунсенче те килеҫҫӗ. Дидара аппа суйлав кунӗнче те хӑйӗн ачисемпе пӗрле участока килчӗ, суйлавра хутшăнчӗ.
— Пророк пире: «Пурнӑҫăн хакне пӗл, тепӗр пурнӑҫ ҫинчен шухӑшла» тесе вӗрентет. Пурнӑҫпа питӗ кӑмӑллӑ эпӗ. Пурӑнăç — телей, хакне пӗлес пулать, — тет вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинеми.
Малалла тăсса
Юбилей кунӗсене палăртса ирттерекен аслă çулсенчи çыннăмăрсене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федерацин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов саламларӗҫ. Сывлӑх, ачисенчен тимлӗх сунчӗҫ. Ӗҫӗсемшӗн тав турӗҫ, парнесем, чечек ҫыххисем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев