Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пулӑшу, ăнлану темрен те хаклă

Район çыннисем «Пулӑшу юнашарах!» акцие хутшӑнса, ятарлă çар юхăмӗнче хутшăнакансем валли гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ

 

«Пулӑшу юнашарах! Пулӑшу ҫывӑхра!» акци уйрӑм мобилизаци вăхăтӗнче ҫӗршыв интересӗсене хӳтӗлекенсене тата вӗсен ҫывӑх ҫыннисене пулăшу панă çӗрте сӳрӗк пулман граждансене, обществăлла организацисемпе предпринимательсене пӗрлештерет.

Пирӗн районтан мобилизациленнисем тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ Луганскпа Донецк ҫыннисем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси малалла пырать. Кирлӗ пулнă япаласем пухмашкăн, районта «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче пункт уҫнӑччӗ.

«Созидание» ҫамрӑксен клубӗн директорӗ ӗçне пурнăçлакан Венера Гараева каланӑ тӑрӑх, гуманитари пулӑшӑвӗ пухмалли пункта ахаль ҫынсенчен, организацире ӗҫлекенсенчен пуçтарăннă пулӑшу ещӗкӗсене нумай кӳнӗ. Ҫавӑн пекех, акцие пӗтӗм шкул, ял тăрăхӗсем, районти культура ҫурчӗсен коллективӗсем, пограничниксем те çак акцие кăмăлласах хутшӑнчӗҫ. Ялти мечӗтсемпе чиркӳсене гуманитари пулӑшӑвӗпе ӑшӑ тумтир, кӗрпе, макарон, аш-какай тата пулӑ консерви, çăратнă сӗт пек час пăсăлман анат-çимӗç, уйрăм гигиена япалисене кӳнӗ. Тӗн представителӗсем вӗсене «Созидание» клубри пункта илсе килнӗ. Тăваньел ялӗнчи Радик Гафуров вара мобилизациленнисем валли литрлӑ 100 контейнер пыл панă. Шампунь, супӑнь пек кирлӗ япаласене те нумай пухнă район халăхӗ.

– Пухнӑ пурлăх пулӑшăвне эпир ҫак кунсенчех Хусан хулине ӑсатрӑмӑр. Гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫе хăйсенчен пай кӗртнӗ кашнинех тав тӑватӑп. Акци малалла пырӗ. Япаласене йышăнассине малалла та пурнăçлӗç. Пирӗн пункт куллен 8.00 сехетрен пуҫласа 17.00 сехетчен уҫӑ, – тет Венера Гараева.

Организацисем пухнӑ пулӑшăва картон ещӗксене тултарса парсан, ахаль ҫынсем хушшинчен ӑна пакетсемпе илсе килекенсем те пулнӑ.

– Пакетсемпе илсе килннӗ япаласене эпир хамӑрах картон ещӗксене хурса, тултаратпăр. Кашни кун тенӗ пекех япаласем илсе килеççӗ, нумай пухăнчӗ, – тет «Созидание» клубăн специалисчӗ Мансур Акчурин та.

– Пулӑшу вырӑнне ӑшӑ тумтир, аялти ӑшӑ кӗпе-йӗм, ӑшӑ перчеткесем, рюкзаксем, нумай вӑхӑт упранакан апат-ҫимӗҫ (кӗрпе, макарон, аш-какай тата пулӑ консервисем, ҫӑратнӑ сӗт), медицина препарачӗсем, уйрăм гигиена япалисене йышăнчӗç тата йышăнаççӗ, – тет Венера Гараева.

– Кун пек ырӑ ӗҫрен пăрăнса юлма пулмасть ӗнтӗ. Эпир те районти Культура çуртӗнче йӗркеленӗ ҫыхмалли кружоксенче мобилизациленнӗ каччăсем валли ӑшӑ нускисем, алсишсем ҫыхрӑмӑр. Чи пахи, ентешсем, районăмăрăн çыннисем тăван ене ырă-сыввӑн таврӑнчăрччӗ. Ку ӗҫе пӑрахмастпӑр эпир, çакăн пек пулӑшса тăма тӑрӑшӑпӑр, – теҫҫӗ Ҫӗнӗ Кахӑрлă ялӗнчи Культура çурчӗ ҫумӗнче ӗҫлекен «Сариякай» фольклор ансамблӗн хӗрарӑмӗсем те.

«Пулӑшу юнашарах! Помощь рядом!» республика юхӑмне хушăнса мобилизациленнисене пулӑшакансене пурне те тавтапуç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев