Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пулăшу параççӗ

Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗнчи почтăн ӗçӗ-хӗлӗ ҫинчен

Почта уйрӑмӗсенче ӗҫ нихҫан та пӗтсе тăмасть. Пенсисене, субсидисене, хаçат-журналсене, çаплах, пурнăçра куллен кирлӗ пулнă йӑла таварсене йышăнса илесси те пур. Ял ҫыннисем валли те почта урлă посылкӑсем, бандерольсем, ҫырусем ярасси паян та актуаллă пулса юлать. 

Алешкин-Саплăкри почта уйрӑмне килсе кӗнӗ чухне те шӑпах çакӑн пек хӗрӳ ӗç вăхăтне тӳрӗ килтӗмӗр. Ҫапах та почта уйрӑмӗн заведующийӗ Фания Хуснутдинова пирӗнпе калаҫма вӑхӑт тупрӗ. 

Фания Хуснутдинова 2003 ҫултанпа почта уйрӑмне ертсе пырать. Хӑйӗн ӗҫне питӗ юратса пурнăçлать. 

— Пирӗн почта уйрăмӗ Алешкин-Саплăк, Тутар Саплăк, Кивӗ тата Çӗнӗ Сатуркка, Çӗнӗ тата Кивӗ Тăваньел ялӗсене ӗçлӗ пулăшу кăтартать. Пенсисемпе субсидисене вӑхӑтра валеҫме, таварсене сутмалли плана пурнӑҫлама тӑрӑшатпӑр. Пирӗн коллектив туслă, килӗштерсе ӗçлет. Хӗрсем те питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсемпе ӗҫлеме те ҫӑмӑл, — тесе калаçрӗ Фания Хуснутдинова. 

Почта уйрӑмӗнче тӑватӑ почтальон ӗҫлет. Галина Краснова — Çӗнӗ тата Кивӗ Тăваньел, Алсу Залялова — Кивӗ тата Çӗнӗ Сатуркка, Ольга Порфирьева — Алешкин-Саплӑк, Антонина Журавлева — Тутар-Саплӑк ялӗсен çыннисене ӗçлӗ пулăшу кăтартаççӗ. Почтальонсем — кашни ҫемье мӗнле пурăннине пӗлекенсем те, кирлӗ чухне пулӑшу паракансем те. Кунта ҫынсемпе хутшăнма, калаçма пӗлни те кирлӗ. Пурнӑҫ опычӗ пулни те ку ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. 

Пирӗн, редакци ӗçченӗсен те, шанчӑклӑ тусӗсем, пулӑшаканӗсем вӗсем. 

Малашне те ҫакăн пек пӗрлехи çирӗп ӗçӗмӗр малалла тӑсӑлтӑрччӗ, почтальонӑн хальхи вăхăтра пӗчӗк пулнă ӗҫ укҫи те ӳстӗрччӗ.

Вӗсене çирӗп сывлăх, ӗçӗсенче ăнăçу сунатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев