Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Пӗтӗм Крым референдумӗ» кунӗнче ҫамрӑксем паспорт илчӗç

Мартăн 18-мӗшӗнче, Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 7 ҫул ҫитнӗ кун, ҫамрӑк граждансене паспортсем пачӗç.

Пурнӑҫӗсенче чи асра юлакан самантсенчен пӗринпе вӗренекенсене Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов тата Ҫӗпрел районӗнчи Шалти Ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн обществӑлла йӗркене сыхлас енӗпе ӗҫлекен полици начальникӗн çумӗ, полици подполковникӗ Рамиль Шайхаттаров саламларӗҫ.

– Паянтан сирӗн Раҫҫей гражданинӗн паспорчӗ аллăрта. Раççей – нумай ӗмӗрлӗ историйӗ пулнă ҫӗршыв, «Раҫҫей гражданинӗ» мӑнаҫлӑ ята тивӗҫлӗ ҫӳретмелле. Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне – пӗлтерӗшлӗ документа – хисеплӗр. Тӑван çӗршывӑн тивӗçлӗ гражданинӗсем, хӑвӑр аҫăр-аннӗрсен мăнаçлăхӗ пулӑр тата хӑвӑр ума пысӑк тӗллевсем лартӑр. Эсир – пирӗн пуласлӑх! – палӑртрӗ Данис Сатдинов.

Реклама

Савӑнӑҫлӑ мероприяти шайӗнче Крыма халалланӑ патриотла юрӑсем янӑрарӗҫ. Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейри ҫамрӑк армеецсем сăвă монтажӗ хатӗрленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев