Пӗтӗм чун-чӗререн, пур кăмăлтан
Маскировка сеткисем — ҫар ҫыннисен пурнӑҫне сыхлакан ал ӗçӗсем
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу парас тӗллевпе районта ӗҫ-хӗл пӗр минутлӑха та чарӑнса тăмасть.
Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан хӗрарӑмсемпе арҫынсем те, хӗрсемпе каччăсем те, сӑмахран, ҫӗршыв тăнăçлăхӗшӗн кӗрешекен каччăсем валли маскировка сеткисем çыхаççӗ.
— Пирӗн ял ҫыннисем питӗ хастар. Культура çуртӗнче иртекен мероприятисене те кӑмӑлласах ҫӳреҫҫӗ. Икӗ уйӑх каялла эпир пуху ирттернӗччӗ. Пирӗн пурин те кӑмӑл та, ятарлă ҫар операцине пулӑшас шухӑш та пӗрешкел. Ку ӗҫе ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин та ырларӗ. Ҫапла вара, кашнин пиллӗхӗнчен, ӗҫӗмӗр те пуҫланчӗ, — тет çак ӗҫ пуҫаруҫисенчен пӗри Ирина Ярзуткина.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин:
— WhatsApp ушкӑн турӑмӑр. Унта маскировка сетки ҫыхакансем ҫеҫ мар, ял халăхӗ те, хуласенче пурăнакан ентешсем те, спонсорсем те, ятарлӑ ҫар операцийӗнчи ҫар ҫыннисем те пур. Эпир пурсӑмӑр та пӗрлӗхлӗ пулса, пӗр-пӗринпе калаçса тăратпăр, хӑшӗ укҫа-тенкӗпе пулӑшать, хӑшӗ маскировка сеткисем ҫыхма килет. Çар çыннисем хӑйсем те укҫа куҫараҫҫӗ, маскировка сеткисем кирлӗ, теҫҫӗ.
Паянхи кун ятарлӑ ҫар операцийӗпе 20 ытла Упи каччин шӑпи ҫыхӑннӑ. Вӗсен хушшинче уйрӑм мобилизаци шайӗнче кайнисем те, контрактпа килӗшӳллӗн службăра тăракансем те пур.
Маскировка сеткисем валли хатӗрсене интернет урлӑ çырăнса илетпӗр. Маскировка сеткине ҫыхасси вара пӗртте ҫӑмӑл ӗҫ мар. Тӳрех те пулса тухмасть. Хӑш чухне сӳтсе çӗнӗрен çыхма та тӳрӗ килет. Ăна çыхмалли вăрттăнлăхсене вара Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчи волонтерсем алла илнӗ.
— Маскировка тумалли каркаса ялта пурăнакан ăстасем туса пачӗç. Пысӑккисем ытларах сетка ҫыхаҫҫӗ. Чи асли — Нина Музыкантова 76 ҫулта, Зинаида Матвеева 71 ҫулта. Сеткăсем ҫыхма куллен 10 яхăн аслă çулсенчисем килеççӗ. Шкулта уроксем вӗçленнӗ хыççăн, вӗренекенсем те хутшӑнаҫҫӗ, «Ăшă çурт» приютран та ачасем килеҫҫӗ. Вӗсене те вӗрентетпӗр, — тет Ирина Ярзуткина.
Маскировка сетки явакан аслă çулсенчисем хушшинче Николайпа Людмила Адъютантовсем те пур. Николай мучи ӗмӗр тӑршшӗпех механизаторта вăй хунă, паян ҫак ӗçе те вӗренсе ҫитнӗ.
— Эпир тивӗҫлӗ канура вӗт. Кунӗпех килте лариччен, кунта килетӗн те ҫынсемпе хутшӑнатӑн, вӑхӑт усӑллӑ иртет. Ачамăрсене пиртен те пулăшу пултăр тетпӗр, — теҫҫӗ вӗсем.
Кунта кашнийӗн хӑйӗн ӗҫӗ. Хăшӗ шут-хисеп ӗçӗсене илсе пырать, хӑшӗ лентӑсем касать, кам-тăр ҫыхать, хăшӗ тата тирпейлесе тăрать.
Упи халăхӗ çак ӗçе икӗ уйӑх каярах кӑна пуçласа янă пулин те, паянхи кун тӗлне Упи çыннисем 28 ытла маскировка сетки ҫыхса, ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонине ăсатнă.
— Окоп ҫуртисем хатĕрлес ĕҫ те «Åшӑ ҫурт» социаллӑ приютра йĕркеленнĕ. Ял-йышсем те кар тӑрса пушӑ шуҫ банкӑсем пуҫтарса параҫҫĕ. «Ырӑ ĕҫĕн ҫимĕҫĕ те ырӑ», тенĕ ваттисем. Çак ырӑ ĕҫе ачасене те явӑҫтарнӑ. Парафин ирĕлтерсе савӑта тултараҫҫĕ. Шкулта вĕренекенсем салтаксем валли ҫыру та ҫырса яраҫҫĕ. Шӑрҫаланӑ йĕркесенче тӑван киле ырӑ-сывӑ, тĕрĕс-тĕкел, ашшĕ-амӑшĕсем патне Çĕнтерӳпе таврӑнма сунаҫҫĕ, — тесе çырать пирӗн пата Юрий Адъютантов та.
Ҫаксене пурне те чун-чӗререн, пур кăмăлтан тӑваҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев