Професси уявӗн кунӗнче
Ҫӗпрелӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен кунне халалласа чаплӑ мероприяти ирттерчӗҫ
Мероприятие хутшӑнакансене Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.
Район пуҫлӑхӗ муниципалитет ӗçченӗсен ӗҫӗ питӗ кӑткӑс пулнине палӑртрӗ. «Пирӗн умра пысӑк задачӑсем тӑраҫҫӗ. Ку вӑл – кашни ҫын ыйтăвне итлес тата халӑх хӑтлӑ условисенче, ҫителӗклӗ пурнăçпа пурӑнтӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те ӗçлесси», – тесе палӑртрӗ Марат Гафаров.
Çаплах, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх никӗслевҫисене тав турӗ. Тӗлпулу шайӗнче парнелемелли мероприяти иртрӗ. Тутарстан Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерессишӗн, вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парассишӗн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Хулаçырми ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Надежда Петрова, Ҫӗнӗ Пăрăнтăк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Ранцев, Ҫӗпрел районӗн Совечӗн Аппарачӗн пӗрлехи пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов Тутарстан Республикин Муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗн Ертӳçин Хисеп грамотипе парнеленчӗç.
Тутарстан Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне ӳстерес енӗпе çитӗнӗвӗсемшӗн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн тӗп бухгалтерне Татьяна Краснована, Тутар Республикин Çӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫлес ыйтусем енӗпе пулăшаканне Ирек Хайруллина Тутарстан Республикин Муниципаллă пӗрлӗхсен Совечӗн Ертӳçин Тав çырăвӗпе чысларӗç.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнӗ ятпа кăларнă медальпе нумай ҫул Çӗнӗ Ишлӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх Совечӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗçленӗ Шамиль Вильданова, ҫавӑн пекех, нумай ҫул Хулаçырми ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗнче ӗҫленӗ Зинаида Чугунована та чысларӗ.
Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков тата Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухаметзянов Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн Хисеп грамотине илчӗç.
Нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Светлана Айкина тата Марс ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Рузалия Шакирова парнеленчӗç.
Торжествăлла пай хыççăн муниципалитет ӗçченӗсем, командӑсене пайланса, волейболла вылярӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев