Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗрлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх туйӑмӗ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан палӑрать

Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем те пӗрлешсе, пирӗн ентешсене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пур енчен те пулӑшу параҫҫӗ

Гуманитари пулӑшӑвӗ пухăнать Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров:

— Хальхи вăхăтра Украина территорийӗнче пыракан çар операцийӗнче пирӗн район çыннисем те пур. Вӗсене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшасси вара кашнийӗнех чыслă ӗçӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, Донецк тата Луганск Халӑх Республикисенче пурӑнакансене пысăк калăпăшлă тăватă хут гуманитари пулăшăвӗ ăсатрӗç. Гуманитари пулӑшӑвӗ пухас ӗçре районта пурӑнакансем, организацисен, предприятисен представителӗсем, хуҫалӑхсен ертӳҫисем, ентешсем пурте пысӑк пулӑшу параҫҫӗ. Ку ӗç вара малалла та пырать.

«Форпост», районти чикӗ тăрăхӗнчи ҫар ветеранӗсен обществӑлла организацийӗсен ертӳҫи Альберт Сулейманов:

— Гуманитари пулӑшӑвӗпе темиçе хут кайма тӳрӗ килчӗ. Пирӗн организацийӗн ветеранӗсене, районта пурӑнакансене, ҫак ырӑ ӗҫе хутшăннисене пурне те пысӑк тав. Унта кайсан, районăн каччисемпе тӗл пулса калаçатпăр. Кӑмӑл-туйӑм лайӑх, ӗҫме-çиме, тумтир тӗлӗшпе проблемăсем ҫук, теҫҫӗ. Кашниех хăйсене кăтартнă тимлӗхшӗн тата пулӑшушăн тав тӑвать.

Виктор Марков, предприниматель, спонсор, «Благодеяние» фончӗн ертӳçи:

— Ҫӗршывра ятарлă ҫар операцийӗ пуҫлансан, эпир хамӑр ачасем валли гуманитари пулӑшӑвӗ пухма тытӑнтӑмӑр. Кашниех кунта кăмăлласах хутшăнать. Ӗнтӗ 10-мӗш хут каятпăр, Турă пулăштăр.

Гуманитари пулӑшӑвӗпе каякан Ильмас Ахметов:

— Гуманитари пулӑшӑвне ăсатма темиçе хут кайрăм. Паллах, пӗрремӗш хут кайнă чухне йывăртарах пурччӗ. Ӑҫтан тата мӗн килсе лекме пултарассинчен хӑрасси те пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ хăнăхрăмăр: палланӑ ҫулсем те, хуласем те, тенӗ пек... Анчах та юлашки хут кайнă чухне машина ванчӗ. Ҫула тухас умӗне пурте йӗркеллӗ пекчӗ. Эпир шутланă пек кăна пулмасть çав, хăвăрт хушăра юсăпăр тесе калама та çук. Унта вӗт пачах урӑхла пурнӑҫ, мӗн пуррине пӗтӗмпех аркатнă, çӗмӗрсе пӗтернӗ, нимӗнле лавкка та ҫук. Турӑ пулӑшрӗ пулас, эпир машинăна та юсарăмăр, чиперех каялла таврӑнтӑмӑр. Татах каймалла тесен, эпӗ яланах çула тухма хатӗр.


* * *
Гуманитари пулӑшӑвӗ пухас, унăн черетри ăсатăвӗ çинчен мӗнпур хыпарсене Телеграм каналӗнчи «Дрожжаное — Вместе мы сила!» ушкăнра илсе пыраççӗ. 
***
Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, вӗсен ҫемйисене пулӑшу памашкăн реквизитсем:
Банк получателя: «БАНК ТАТАРСТАН» № 8610 ПАО Сбербанк 
БИК: 049205603
ИНН: 1617004783
КПП: 161701011
ОГРН: 1131600002225
№ счета банка получателя — 30101810600000000603 
№ счета получателя — 40703810162250006303 

Ыркăмăллăх концерчӗсем иртеҫҫӗ

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсене, вӗсен çемйисене пулăшу парас тӗллевпе республикăра, ҫав шутра пирӗн районта та, ыркăмăллӑх концерчӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче ҫакӑн пек концерт тутар эстрада юрӑҫипе Ильшат Валеевпа унӑн тусӗсем хутшӑннипе, районти Культура çуртӗнче иртрӗ.
Юрӑҫ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫавнашкал культура мероприятийӗсем республикӑра «ДоброеДело» «Ырă ӗç» обществăлла ыркăмӑллӑх фончӗ пулӑшнипе йӗркеленеҫҫӗ. Мероприятисенчен кӗнӗ укҫа-тенкӗ ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшăнакан каччăсене, вӗсен ҫемйисене, ачисене пулӑшма кайӗ. Тӗслӗхрен, шкула хатӗрленесси, республикӑри тӗрлӗ мероприятисене ҫӳресси, килти, хуҫалӑхри кирлӗлӗхсене пурнӑҫласси, ҫавӑн пекех, каччăсене кирлӗ пулнă япаласем пухса ăсатасси, сывлӑха çирӗплетесси пек т. ыт. те. Ыркăмăллăх укçи-тенкипе пурнăçланă ӗçсене, ирттернӗ мероприятисене «ДоброеДело» фондăн сайтӗнче вырнаҫтараҫҫӗ. 

«Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшӑнакан тӑвансемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе юнашар пулни ҫеҫ мар, вӗсене хавхаланулӑхӗсене упрама пулӑшни те питӗ кирлӗ», — терӗ Ильшат Валеев, ҫак пархатарлӑ ӗҫе хутшӑнакансене пурне те тав туса.

Районти Культура çуртӗнче иртнӗ «От сердца к сердцу» ятпа иртнӗ концерта пирӗн ҫӗршывӑн паянхи кун-ҫулӗпе сӳрӗк пулман районти ватти те ҫамрӑкки те пуçтарăнчӗ. Ыркӑмӑллӑх концерт пӗр самантра иртрӗ те кайрӗ. Выступленисенче чи паллӑ та популярлă хитсем янӑрарӗç, «Казан кичлере» ушкӑн тӗрлӗ халӑх ташшисене пурнăçларӗ.

* * *
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче пирӗн ентеш, Тутарстанăн халӑх артисчӗ ИлСаф ертсе пынипе пирӗн пата эстрада артисчӗсен пӗр ушкӑнӗ килсе кайнăччӗ. Унсӑр пуҫне ялти Культура çурчӗсенче, районти клубсенче те сцена ӑстисем, художествăлла пултарулӑх коллективӗсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗлӗшпе ыркăмăллăх концерчӗсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче те ҫавӑн пекех ырӑ ӗҫ пулса иртрӗ.

Чун ӑшшине те хушса

Районăн каччăсене пулăшас тӗллевпе пӗрисем чи кирлӗ япаласене пуҫтараҫҫӗ, теприсем ӑшӑ чӑлха ҫыхаҫҫӗ, апат хатӗрлеҫҫӗ тата ытти те. Пуҫтарнӑ пулӑшу «Ыр кăмăллăх центрӗнче» пухăнса, тӑтӑшах ҫар çыннисем патне ӑсатăнать.

Раҫҫей Пенсионерӗсен организацийӗн районти уйрăмӗн ертӳçипе Дилюза Азизовапа пӗрле аслă çулсенчи çынсем ҫар ҫыннисем валли посылкӑсем пуҫтараҫҫӗ. Мӗнпур обществӑлла ӗҫсенче яланах активлӑ пулнă çынсем лапша та касаҫҫӗ, кулинари изделийӗсем те пӗҫереҫҫӗ. Паянхи кун вара вӗсем ҫар ҫыннисем валли ӑшӑ нускисемпе алсишсем ҫыхаҫҫӗ.

Активистсенчен пӗри Гульсина Фаизова каланӑ тӑрӑх, вӗсем кашни ырӑ пуçламăша ырласа йышăнаççӗ.

— Пирӗн хамӑр ушкӑн пур. Пӗр-пӗр пуҫарӑва сӗнсенех, эпир ӑна тӳрех йышăнатпăр, нумайӑшӗ хӑйсемех тӗрлӗ ырӑ шухӑшӗсене пӗлтереççӗ. Никам та айккинче юлмасть: лару-тӑрӑва кура кашниех хӑйӗн тӳпине хывать, тет вӑл. 

Аслă çулсенчисен аллисем мӗнле ӗçленине пăхса, курса ӗлкӗрме те çук. Вӗсем ӗçленӗ хушăра калаçса та илеççӗ, ҫӗнӗ идейăсемпе ылмашăнаççӗ, ҫамрӑклӑхӗсене аса илеҫҫӗ, паллах, юрласа та илеççӗ.

— Районта ирт-тернӗ ыркăмăллăх мероприятийӗсенчен никам та айккинче юлмасть, кашниех хӑйӗн тӳпине хывать. Пирӗн район çыннисем пирӗн пулӑшӑва, чун ӑшшине туйса тӑма тивӗçлӗ, ҫакӑ вӗсене вӑй-хал парса тăрӗ. Каччăсем килӗсене ырă-сывă таврӑнччӑр, ҫӗршывра тӑнӑҫлӑх пултӑр, — тет Раҫҫей Пенсионерӗсен организацийӗн районти уйрăмӗн ертӳçи Дилюза Азизова.
Ҫӗпрел ҫыннисем ятарлă ҫар операцийӗнче хутшăнакан хăйсен ентешӗсене пулăшу пултăр тесе, сеткӑсем ҫыхаҫҫӗ, ҫуртасем те тӑваҫҫӗ. 

Тӗлпулусем иртеççӗ

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераци Совечӗн Посланийӗнче мобилизациленӗ тата ытти ҫар служащийӗсене, ҫав шутра хăйсен ирӗкӗпе служить тăвакансене, ҫур ҫулта икӗ эрнелӗх отпуск парасса пӗлтернӗччӗ. 
Ҫавӑн хыҫҫӑн, пирӗн районăн каччисем икӗ эрнелӗх отпуска таврӑнма пуҫларӗҫ. Паян хӑш-пӗрисем иккӗмӗш хут кӗске вӑхӑтлӑха отпускра пулчӗҫ.
Паллах, мобилизациленнӗ каччăсене кӗтсе илетпӗр. Вӗсемпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тӗл пулать, вӗсен ҫар пурнӑҫӗ, халӗсем ҫинчен, ҫемйисене мӗнле пулӑшу кирли ҫинчен ыйтса пӗлет. Çак ыйтусем яланах район ертӳҫин тимлӗхӗнче. 
Унсӑр пуҫне, ентешсемпе-çар служаçийӗсемпе вӗсем вӗреннӗ шкулта тӗлпулусем те йӗркеленеҫҫӗ. Вӗсене район центрӗнче иртекен мероприятисене те чӗнеҫҫӗ.
Ҫакӑн пек кӗске вӑхӑтлӑха отпуска таврӑннӑ ҫар служащийӗсемпе тӗлпулусем нумаях пулмасть «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче, Марс тата Çӗнӗ Йӗлмел, Çӗнӗ Кахăрлă тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкулсенче иртрӗ.
Тӗлпулура ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тӑван енӗсене таврӑннă хыççăнхи пулнă витӗмӗсем ҫинчен, ҫавӑн пекех, хӑйсен служби ҫинчен каласа параҫҫӗ. Вӗренекенсем ятарлă çар операцийӗнче хутшӑнакансене ыйтусем параҫҫӗ. Уйрӑммӑнах вӗсене çар служащийӗсем мӗнле заданисем пурнӑҫлани интереслентерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев