Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗрле чухне эпир вӑйлӑ

Район çыннисем пухнă черетлӗ гуманитари пулӑшӑвне

Лисичанск хулинче пурӑнакан ахаль çынсем, служить тăвакан хамăрăн каччăсемпе арçынсем патне илсе çитерчӗç
 

Халӑх пӗрлӗхӗ йывăрлăхсенче палăрать. Ҫар операцийӗ пуҫланнă малтанхи кунсенчех пирӗн район ҫыннисем çӗршывпа пӗрле тата, ырӑ чун-чӗреллӗ пулнине тӳрре кӑлараççӗ.

Çак кунсенче кăна район пуçлăхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан делегаци Донецк тата Луганск территорине гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăнчӗç. Çакăн пек пысăк калăпăшлă гуманитари пулăшăвне районтан ӗнтӗ темиçе хут ăсатрӗç. Çак кунсенче кăна предприниматель Виктор Марков та пулăшу пухса, каччăсем патне кайрӗ.

–  Делегаци леçсе таврăннă гуманитари пулăшăвӗ пухнă çӗрте «Цильна» обществӑн директорӗ  Барис Гафуров, хресчен-фермер ертӳҫисем  Альберт Низамов, предпринимательсем, çав шутра район халăхӗ те,  пысăк пулăшу кăтартрӗç, – тесе калаçрӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров.

Мӗнпурӗ 22 тонна ытла гуманитари пулӑшӑвӗ пуçтарăннă. Ăна ултӑ «КамАЗ» машинăпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, хресчен-фермер ертӳҫисем Равиль Бикчуров, Ильмир Махмутов, предпринимательсем Айрат Усманов, Фанис Хайруллин, шоферсем Александр Павлов, Валерий Петров, Айрат Хасанов, Ильгизар Бухариев, Ильгизар Салихов, Нагим Аглиуллов, Фарит Шараев, Марат Камалиев, Айдар Мушарапов, Ильмас Ахметов ăсатрӗç.

– Организацисемпе предприятисенче ӗҫлекенсем те айккинче юлмарӗҫ: хӑшӗ укҫапа, хӑшӗ апат-ҫимӗҫпе, кирлӗ япаласемпе пулăшрӗ. Чи малтан, куллен кирлӗ пулакан хатӗр-сем, медицина препарачӗсем, çар çыннисем валли улăштарса тăхăнма ăшă тумтир пек япаласем пуçтарăнчӗç, – тет Марат Гафаров.

Гуманитари пулӑшӑвӗ ăсатнă чухне Тутарстанри «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн тата Пӗтӗм Раҫҫей халӑх фрончӗн уйрăмӗн те пулӑшăвӗ пысӑк пулчӗ.

Ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫывӑх ҫыннисенчен те адреслă посылкăсем пуçтарăннă. Кивӗ Кахăрлă ялӗнче пурăнакан Сара Исакова çавна май, пирӗн пата шăнкăравласа, тав тунине пӗлтерчӗ.

– Район делегацийӗ ҫар ҫыннисем патне гуманитари пулӑшӑвӗ илсе каять тесе, пӗр ял çынни Айрат Усманов хыпар пӗлтерчӗ. Паянхи кун унта манăн ывӑлăм службăра тăрать. Посылкӑсем турăмăр, кирлӗ пулнă япаласем пуҫтартăмăр. Вырӑна ҫитсен, япаласене панă хыççăн Айрат Усманов пире: «Илсе çитертӗмӗр. Пурте лайăх», – текен хыпар ячӗ. Ывӑлăмăртан та ӑшӑ сӑмахсем илтме кӑмӑллӑ пулчӗ. Паллах, ку пирӗншӗн питӗ хумхантаракан пулăм пулчӗ. Ывӑлӗсем, мăшăрӗсем, ҫывӑх ҫыннисем ятарă çар операци зонинче пулнисен ятӗнчен çак сăваплă ҫул çинче çӳрекен ертӳçӗсене, пулăшу йӗркеленӗ район ҫыннисене тав тăватăп. Сывӑ пулар, тӗнчере тăнăçлăх вырнаçтăрччӗ часрах, çывăх çыннăмăрсемпе ырă-сывă курнăçма пӳртӗр!».

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров: «Пирӗн ҫар çыннисем ял-йыш тӑрӑшнине, пулӑшнине туяҫҫӗ, çакăншăн питӗ савăнаççӗ. Вӗсемшӗн паянхи ку чи кирли те çакă пулӗ, тен, мӗншӗн тесен çак ырă ӗç вӗсенче ыранхи куна шанăçа, пурăнас вӑя ӳстерет. Район çыннисем хăйсем те ӗнтӗ çар условийӗсенче пиçӗхнӗ чăн каччăсемпе арçынсем, хăрамаççӗ, çӗнтерӳ пирӗн енче пуласса шанаççӗ тата кунти çывăх çыннисене салам калаççӗ. Эпир вӗсемпе мăнаçланатпăр! Акă çакăн пек пӗрле чухне – эпир вӑйлӑ та.

Справка

Гуманитари пулӑшӑвӗ пухас, вӗсене уйрăм ещӗксене тултарас, адресӗсене, кама, ăçта палăртса çырассине «Созидание» ҫамрӑксен клубӗн волонтерсен пурнăçлаççӗ. Гуманитари пулăшăвӗ пуçтарасси паян та малалла пырать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев