Ҫӗпрел районӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юлашки ветеранӗн чӗри тапма чарăнчӗ
Июлӗн 5-мӗшӗнче вӑл 97 ҫул тултарчӗ.
Анвар Шарифзянович Фахрутдинов вилсе кайрӗ. Вӑл Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Ҫӗпрел районӗнчи юлашки ветеранччӗ.
Анвар Шарифзянович Фахрутдинов 1924 ҫулхи июлӗн 5-мӗшӗнче Буденов районӗнчи Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралнӑ.
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл вунҫичӗ ҫулта пулнӑ. Ӑна 1942 ҫулта çар службине илнӗ.
Вӗсем службӑра тӑнӑ ҫар чаҫне Владивостока янӑ. Кунта вӑл 1947 ҫулччен служить тăвать. Ҫак вӑхӑтра Совет-япони вӑрҫи те малалла пынӑ.
Анвар Фахрутдинова Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степень орденӗпе, «Японие ҫӗнтернӗшӗн» медальпе, çавӑн пекех Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине халалланӑ юбилей медалӗсемпе чысланӑ.
Мирлӗ вӑхӑтра вӑл колхозра ӗҫленӗ, мăшăрӗпе пӗрле пилӗк ача пӑхса ӳстернӗ.
Паян, 2021 ҫулхи июлӗн 30-мӗшӗнче, Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ветерана юлашки çула ăсатрӗç. Ветеранпа сывпуллашма район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ертӳҫӗсем, ҫар комиссарӗ Рамиль Замалетдинов, ветерансен совечӗн представителӗсем, ял ҫыннисем килнӗччӗ.
– Анвар Шарифзянович Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юлашки ветеранӗ, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ветеранпа сывпуллашнӑ май. – Эпир кирек хӑҫан килсен те, вӑл пире кулкаласа кӗтсе илетчӗ, асаилӗвӗсене çӗнететчӗ, район пурнӑҫӗпе мӗн юлашки кунӗчченех интересленсе тăчӗ. Унăн çутă сăнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ,- Марат Гафаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев