Ветеран 97 ҫултаччӗ
Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Валентина Петровна Калачева çут тӗнчерен уйрăлса кайрӗ Вӑл хӑйӗн тӑванӗпе, Ираида Константиновна Аюгинапа, Упи ялӗнче пурӑнатчӗ.
Калачева Валентина Петровна Ҫӗпрел районӗнчи Упи ялӗнче 1922 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта Упи ялӗнче шкулта ӗҫлеме тытӑннă, каҫсерен колхозра вӑй хунă.
1942 ҫулхи май уйӑхӗнче ӑна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине илеççӗ. Фронтăн полк штабӗнче машинистка пулать.
1944 ҫул пуҫламӑшӗнче Валентина Петровна «Вăрçăри паллă ӗçсемшӗн» медальпе чысланать. Ҫавӑн пекех, Тӑван çӗршыв вӑрҫин 2 степень орденӗ,«Германие ҫӗнтернӗшӗн» медалӗ те пур.
Вăрçă ветеранӗн Валентина Петровнан çунă сăнарӗ яланах пирӗн асра упранӗ.
Нет комментариев