Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗпрел районӗн Пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Аслӑ Ҫӗнтерӳпе саламлани

Хисеплӗ ветерансем-фронтовиксем тата тыл ӗҫченӗсем! Хисеплӗ район ҫыннисем!

Сире Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн, районти Ӗҫ тӑвакан комитет тата хам ятăмран  Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп!

Манӑҫми хӗрӗх пиллӗкмӗш ҫулти пекех, майӑн 9-мӗшӗ паян та Тӑван çӗршывăн историйӗнче паллă дата кӑна мар, пӗтӗм халӑх уявӗ те пулса юлать. Вӑл ырри усала ҫӗнтернине, чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхӗн, пуласлӑх шанчӑкне символласа парать. Аслă Ҫӗнтерӳ кунӗ – чун-чӗрене хумхантаракан чи хаклă тата чи савăнăçлă пӗтӗм халăх уявӗ.

Нихçан пӗтми асапа-сăнавсемпе, йывăр çухатусемпе тата çӗмӗрӗлӗксемпе тулли 1418 кун тата каҫ... Ҫак инкек кашни çурта, ҫемьене пырса тивнӗ, кашнин чӗринче хӑйӗн йӗрне хӑварнă. Пирӗн Ҫӗпрел районӗнчен Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 14375 ҫын кайнă. Вӗсенчен 7191-шӗ  пуçӗсене хунă, çапăçу хирӗнче выртса юлнă. Арҫынсемпе пӗр тан, аллисене пӑшал тытнӑ хӗрарӑмсемпе чӑннипех мăнаçланатпăр. Тылра та танлаштарма пулман       паттӑрлӑхсем кăтартса ӗçлет Ҫӗпрел халăхӗ. Хӗрарӑмсем, ӳссе килекен çамрăксем, çав вăхăтри ачасем талӑкра 12-14шер сехет ӗҫлесе, фронта мӗн  кирлипе тивӗҫтерсе тăчӗç. Ӗҫӗршӗн, ыйхӑсӑр иртнӗ каҫӑрсемшӗн, тăлăха юлса куççуль юхтарнă ҫамрӑклӑхӑршӑн эпир сирӗн умӑрта ӗмӗр-ӗмӗр парӑмлă. Пысӑк тав сире, хисеплӗ тыл ӗçченӗн ветеранӗсем!

Ҫулсем пире тупă сассисенчен, çӗршывăн салтакӗсен, ентешӗмӗрсен  юнӗ юхнă хурлӑхлӑ кунсенчен пурăннăçемӗн аяккарах илсе каяççӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен шучӗ чакса пырать. Халӗ вӗсем районта 2 ҫын кăна юлчӗç. Ҫавӑнпа та паттӑрлăхӗсене ӗмӗрлӗхех асра хăварас тесе, хамăрăн хушăра пурăнакан ветерансене, тыл ӗҫченӗсене хисеп туса,  ачаран паллă пулнă  «Никам та манăçмарӗ, нимӗн те манăçман» текен сӑмахсене пурнӑҫа кӗртер!

Хисеплӗ ветеранăмăрсем тата тылра хастар ӗçлесе  Аслӑ Ҫӗнтерӗве ҫывхартнă район çыннисем!

Сире чун-чӗререн  ырлăх-сывлӑх, чыс-хисеп курса пурăнма тата тӳпемӗр таса, пурнӑҫăмăр  тӑнӑҫ пултӑр тесе сунатӑп. Эпир сирӗн умӑрта ӗмӗр-ӗмӗр парӑмра, хамăрăн никама пӑхӑнманлӑхшӑн, хамӑр ачасемпе мӑнукӑмӑрсемшӗн ӗмӗр парăмлă. Аслă Çӗнтерӳ  тата çак Çӗнтерӗве ҫӗнсе илнӗ çирӗп фронтпа тылри паттӑрсен паттӑрлӑхӗ паянхи  тата пулас ӑрусен чӗрисенче ӗмӗр пурăнӗ. Паттăрсен ячӗ ӗмӗрлӗхе! Çӗршыва ирӗке кăларассишӗн кӗрешсе вилнӗ ентешӗмӗрсен ячӗпе хунă  палăксен умӗнче  чечексем ан татăлччӗр, вӗсем халăх чӗринче ӗмӗр сыхланччăр. Аслă Çӗнтерӳ уявӗпе, хисеплӗ район çыннисем!

Хисеплесе Ҫӗпрел муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев