Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗпрел муниципаллă районăн пуҫлăхӗ Марат Гафаров: «Çӗнӗ çул телей илсе килтӗр!»

Хисеплӗ район çыннисем, районӑн хӑнисем!

Сире пурне те Ҫӗнӗ 2023 ҫулпа тата ҫутӑ Раштав уявӗпе ӑшшӑн саламлатӑп! 

Ҫӗнӗ ҫул – кашнийӗншӗн тахҫантанпа кӗтнӗ уяв. Вӑл яланах пуласлӑха пулнă ҫӗнӗ шанчӑкӗсемпе ҫыхӑнса тӑрать. Ҫак вӑхӑтра тӑвансемпе, туссемпе, ҫемьепе ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура пӗрле пухӑнса, иртнине пӗтӗмлетсе, малашнехи плансене палӑртма та лайӑх вăхăт.

2022 ҫул пирӗн районшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе тата ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе пуян пулчӗ. Вӗренӳ, культура, сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсен анлӑ строительстви пынӑ, нумай функциллӗ центр уҫнӑ, социаллӑ тӗллевлӗ нумай объекта тӗпрен юсанӑ. Ҫавӑн пекех районта ҫул-йӗр строительстви анлă калăпăшра пырать, пӗчӗк тата вӑтам бизнес аталанать, федераципе республика программисем пурнӑҫланаҫҫӗ.

2022 ҫул, çав вӑхӑтрах, сӑнавсемпе те тулли пулчӗ. Ҫак ҫул ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланса кайнă ҫул пулнă май та пурин асӗнче те юлӗ. Паян пирӗн каччăсемпе арҫынсем Украинӑра хӑйсен мӑн аслашшӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче кăтартнă паттӑрлăхсене  кӑтартаҫҫӗ. Ятарлă çар операцине хутшӑнакансем ырă-сывă таврӑнасса, тӗнчере, тинех, тăнăçлăх вырнаçасса та эпир сирӗнпе пӗрле, чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр.

Хаклӑ туссем! Районти мӗнпур ҫитӗнӳсем – пурте пӗрле тӑрӑшнин кăтартăвӗ. Районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывакансене пурне те тав тӑватӑп. Эпир пурте пӗрле чухне, кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе, чи кӑткӑс задачӑсене татса парӑпӑр, тесе шутлатӑп.

Часах 2023 ҫула кӗретпӗр. Ҫитес ҫул ҫутӑ идейӑсен, лайӑх улшӑнусен, паллӑ пулăмсен  ҫулталӑкӗ пултӑр. Кашни килтех тӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ, килӗшӳ пултӑр! Сире ырлăх-сывлӑх, уяв кӑмӑл-туйӑмӗ, тӑнӑҫлӑх сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, уявсемпе!

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев