Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗр савӑнӑҫа икке пайласа

Июлӗн 8-мӗшӗ — Раҫҫей шайӗнчи ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунӗ

Июлӗн 8-мӗшӗнче ҫӗршывра Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫавна май Хулаçырми ялӗн Культура çуртӗнче ҫур ӗмӗр пӗрле ҫума-çумăн, сӑнавлă ҫулсене пӗрле иртсе, савăнăç-телее пӗрле пайласа, пӗр-пӗриншӗн тӗрек-шанăç пулса пурăнакан Сергей Ананьевичпа Галина Федоровна Салифановсен, Александр Николаевичпа Мария Николаевна Бушуевсен ҫемйисене чысламалли мероприяти пулчӗ.

Ҫак ҫемьесем ялта та, районта та пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑраççӗ. Ӗçе юратса, 3-шер ывăла пурнăç парнелесе, çăршыва тивӗçлӗ çынсем пулма пăхса ӳстернӗ Салифановсемпе Бушуевсене ăмсанмасăр тӑма та май çук. 
Сергей Ананьевичпа Галина Федоровна Салифановсем ялти клубра паллашаççӗ. Часах вӗсем мӑшӑрланаççӗ. Сергей Ананьевичӑн пурнӑҫӗ яваплӑ ӗçсенче иртет. Вӗсенчен ытларахăшне, икӗ теçетке çул хушши, Хулаçырми ял тăрăхне ертсе пырас ӗҫе халаллать. Галина Федоровна ӗмӗр тӑршшӗпех фельдшерпа акушер пунктӗнче акушерка пулса ӗҫлет. Салифановсен йăх-несӗлне паянхи кун пилӗк мӑнукӗ тӑсать.

Александр Николаевичпа Мария Николаевна Бушуевсем те ялта хисеплӗ ҫынсем. Мария Николаевнан ҫуралнӑ кунӗнче паллашаççӗ вӗсем. Александр Николаевич Горький облаҫӗнче ҫуралса ӳснӗ. Направленипе те вăл çак яла килет. Хуларçырми вӑтам шкулӗнче ачасене ӗмӗрӗ тăршшӗпех пӗлӳ парать, шкул директорӗн должноҫне те пурнăçать. Мария Николаевна та малтан пионервожатӑй пулса, унтан ялти библиотекӑра ӗҫлет. Вӗсен ҫемйинче тăхăр мӑнук ҫитӗнет.
Салифановсем, Бушуевсем те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн нумай грамотăсене тивӗçлӗ пулаççӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Салифановсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медаль, çавӑн пекех, Бушуевсене те грамотăсемпе парнесем пачӗ. Илемлӗ мăшăрсене ăмсаннине пӗлтерсе, чун-чӗререн саламларӗ. 
— Ҫемье, юрату, шанчӑклӑх — вӗсем туянма е сутма майпулман хаклăхсем. Темиçе теçетке çул районта пурӑнса, ӗҫлесе, пысӑк вӑй хутӑр, паян та эсир хисепе тивӗçлӗ çынсем. Телейлӗ, тикӗс ватлӑх пултăр сире, — терӗ Марат Гафаров.

Уяв историйӗ

Июлӗн 8-мӗшӗ — Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунӗ. Ăна 2008 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Паян ҫак чаплӑ ҫемье уявӗ пирӗн обществӑра популярланса пырать. 2022 ҫултанпа вӑл патшалӑх статусӗсенчи уявсенчен пӗри пулса тӑрать.
Кашни ҫул июлӗн 8-мӗшӗнче Петрпа Феврони сӑваплӑ ҫынсене, мӑшӑрлӑ пурнăçра шанса, ăнланса, юратса тăракансен тӗслӗхӗ пулса тăчӗ. Уяв символӗ — ромашка чечекӗсем. Шӑпах ҫак шурӑ ҫеҫкеллӗ чечексем юратӑва, тасалӑха пӗлтереҫҫӗ.
Çветтуйсен шутне кӗртнӗ Петрпа Феврония Муромскисен ҫемйин историне нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӗ «Петрпа Феврони ҫинчен ҫырнӑ повеçе» шкулта вырӑс литературин урокӗсенче те вӗрентеççӗ. Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр-пӗрне юратса пурӑннӑ, пӗр-пӗрне шаннă. Ҫак икӗ чун пӗр-пӗрне шанса юратса пурăннăран, пӗр кунах çут тӗнчерен уйрăлса каяççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев