Пӗр ӗмӗре яхăн
Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин патшалӑх пушар надзорӗн служби йӗркеленнӗренпе 2022 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче 95 ҫул пулать
Ҫавна май Эпир Тутарстан Республикинчи Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен надзор ӗҫ-хӗлӗн аслӑ инспекторне шалти служба майорне Инсаф Шакирова темиҫе ыйту патăмăр.
– Инсаф Фаризович, патшалӑх пушар надзорӗн службин историйӗ çинче кӑштах чарӑнса тӑрар-ха.
– Пушара сӳнтериччен асăрхаттарни ҫӑмӑлтарах тенине пирӗнтен кашниех илтнӗ. Анчах профилактика пушарсене хирӗç кӗрешнин пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнин ăнланăвӗ каярахпа палӑрнă. Пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе чылай ӗмӗрсем хушши опыт пухăннине пула çеҫ патшалӑх пушар надзорӗн служби йӗркеленнӗ.
– Мӗнле пулсан та, пушарсем ӗлӗк-ӗлӗкренпех пур вӑхӑтри чи хӑрушӑ инкексенчен пӗри пулса тӑнӑ тата пулса юлаççӗ...
– Çапла, çавсене асра тытса, XI ӗмӗртех пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пăхса хăварнă тата закон шайӗнче вут чӗртнишӗн тата вутпа усӑ курнӑ чухне хăрушсăрлăх правилисене пӑхӑнманшӑн яваплӑх палӑртнă. 1918 ҫулхи 17-мӗшӗнчен пуҫласа «Вутпа кӗрешес енӗпе патшалӑх мероприятийӗсене йӗркелесси ҫинченхи» Декрет патшалӑх службин пушар надзорне йӗркелеме никӗс пулса тӑнӑ, унта пушара хирӗҫ мероприятисене планпа ирттермеллине палӑртнӑ.
1927 ҫулхи июлӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗм коммуналлӑ, ведомство тата обществӑлла организацисенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн шайне тӗрӗслесе тăракан патшалӑх пушар надзорне йӗркелесси ҫинчен Пӗтӗм Раççейри Тӗп Ӗç тăвакан комитетăн (РСФСР) постановленийӗ тухнӑ. 1966 ҫулта пушар подразделенийӗсем пурте шалти ӗҫсен министерствине пӑхӑнса тăма пуçлаççӗ. 11 ҫултан вара, 1977 ҫулта, Министрсен Совечӗн постановленийӗпе «СССРта патшалӑх пушар надзорӗ ҫинчен постановлени» ҫирӗплетнӗ, 1979 ҫулта СССР Шалти ӗçсен министераствин приказӗпе «Патшалӑхăн пушар надзорӗн органӗсен ӗҫне йӗркелемелли документа» туса хунӑ. Икӗ документ та хуласене тата ытти пурăнмалли пунктсене, ҫавӑн пекех халӑх хуҫалӑхӗн объекчӗсене пушартан сыхлассине патшалӑхӑн тивӗçӗ туса палăртать.
Çав çулсенчен федераллă пушар надзорӗ нумай улшӑну тӳсрӗ. Унӑн аталанӑвӗн тӗп стадийӗсенчен пӗри – 2002 ҫулта Раҫҫей чрезвычайлă лару-тăру министерствин составне пушар сӳнтерекен службăна та кӗртни. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче тӗрӗслевпе надзор функцийӗсене пурнӑҫлакан ӗçченсен требованийӗсене те ӳстереççӗ. Федераллă патшалӑх пушар надзорӗн органӗсене граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен функцисем куҫрӗç.
– 2021 çулта та сирӗн ведомствӑра улшӑнусем пулса иртӗччӗ...
– 2021 ҫул надзора вăя кӗртес енӗпе кардиналлă улшӑнусем кӗртрӗ. Ирттерекен мероприятисенчен нумайӑшӗ надзор сферинчен профилактика çул-йӗрӗ çине куҫрӗ. Тӗп пусăм – граждансем пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӗлни тата вӗсене пурăçлассине пӑхӑнасси. Объектсене хӑрушлӑх ушкӑнӗсем ҫине пайларӗç, ҫакӑ пӗр предприятие ҫулсерен ирттерекен тоталлă тӗрӗслеврен хӑтарма май пачӗ. Улшăнусем пурте инспекторсенчен пӗлӗве яланах лайăхлатса пыма, професси шайне ӳстерме ыйтать.
– Инсаф Фаризович, районти пушар надзорӗн инспекторӗсен тивӗҫӗсем паян мӗнпе паха?
– Надзорпа профилактика ӗҫӗн кăтартăвӗсем, яланхи пекех, малтанлӑха курӑнмаҫҫӗ. Анчах вăл пысӑк пӗлтерӗшлӗ тата кирлӗлӗхлӗ пулнине Раççей чрезвычайлă лару-тăру министерствин «Асӑрхаттару, ҫӑлӑнӑҫ, пулӑшу» девизӗпе палӑртнӑ. Инкеке асăрхаттарни – апла пулсан, вӑл камăн-тăр пурлӑхне, сывлӑхне е пурнӑҫне ҫӑлса хӑварни. Ҫак ҫӑмӑл мар задача патшалӑх пушар надзорӗн ӗҫченӗсен хулпуҫҫийӗсем ҫине тиенет.
– Сирӗн уйрăмăрта миҫе сотрудник ӗҫлет?
– Пирӗн уйрăмăн йышӗнче 4 ӗçчен пур, вӗсенчен иккӗшӗ Пӑва районӗшӗн яваплӑ, хамăрăн районăмăрта вара эпӗ – Инсаф Шакиров тата инспектор Александр Мердеев ӗçлетпӗр. Уйрăмăн ӗçченӗсем талăкăн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те, çӗрле те, кӑнтӑрла та, пушар тухнă вырăна кайса, вӗсен сӑлтавӗсене, пурлӑх сиенӗн шайне палӑртаҫҫӗ. Надзорăн ӗҫ-хӗлӗпе профилактика ӗҫӗн уйрăмӗн ӗҫченӗсем – хӑйсен ӗҫӗн ăстисем. Çӗршер профилактика рейчӗсемпе тӗрӗслевсем, халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе вуншар мероприяти ирттерни – çаксем патшалӑхăн пушара хирӗҫ кӗрешекен службӑн ӗҫченӗсен ӗҫ кăтартăвӗсем.
– Професси уявӗ ячӗпе мӗн сунас тетӗр?
– Ӗҫтешӗмсене, службăн ветеранӗсене професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Ҫак уяв кунӗнче сире ҫирӗп сывлӑх тата ҫӑмӑл мар ӗҫӗмӗрте ăнăçусем, тăнăçлăх, оптимизм, шухӑшланӑ пур плансене те пурнӑҫлама сунатӑп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев