Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗр ӗçе тепринпе çыхăнтарса пырса

Ял хуçалăх предприятийӗсенче апат хатӗрлес ӗçсем, тыр çи кампанийӗ малалла тăсăлать Ял хуçалăхӗ

Паянхи кун тӗлне районӗпе 5,4 пин тонна утӑ тата 22 пин тонна ытла сенаж хатӗрленӗ. Условный кашни выльӑх пуҫне 16 центнер апат единици тӳрӗ килет (иртнӗ çул çак тапхăрта — 16,9 ц.). 

Районӗпе тырпул пухса кӗртес ӗҫе 6960 гектар лаптӑкра ирттернӗ. Ку пӗтӗм лаптăксен 18 проценчӗ. Вӑтам тухӑҫ гектартан 38,7 центнерпа танлашать. 

Уйрăммăн илсен, «Цильна» обществӑра вырса пухас лаптăксен пилӗк пине яхăн процентӗнче ӗç пурнăçланнă, пӗтӗмпе 3942,6 тонна тырӑ çапса илнӗ, кашни гектартан вăтам тухăç — 48,8 центнер. «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑра вырса пухас ӗçсем лаптăксен 20 процентӗнче пурнăçланнă. 

«АгроТрансПорт»«, обществăра, «Р. А. Бикчуров», «Д. А. Гафуров», «И. Ф. Махмутов» хресчен-фермер хуçалăхӗсенче тата «Агро-Вест» обществӑра тыр çи ӗçӗсем тулли хăватпа пыраççӗ. 

Çитес çул валли хатӗрленӳ

Тырпул пухса кӗртнипе пӗр вӑхӑтрах, районти хуҫалӑхсенче кӗрхи культурӑсем акма тӑпра хатӗрлеҫҫӗ. Пирӗн зона валли акмалли оптималлӑ вӑхӑт — августӑн 15-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 5-мӗшӗччен. Районăн аграрийӗсене 9,7 пин гектар лаптӑкра кӗрхи ака ирттермелле пулать.

Районти уй-хирсенче «Дарина», «Марафон», «Скипетр» сортлӑ тулӑ сорчӗсем лайăх тухăç панипе паллă. Ҫак сортсен вӑрлӑхне ытларах чухне «Цильна», обществӑра туянаççӗ.

«Çӗпрел Рассвет Агро», «Цильна» обществăсенче, «И. Ф. Махмутов» хресчен-фермер хуçалăхӗсенче тăпра хатӗрлес ӗçе лайăх йӗркеленӗ. Тырпултан пушанса юлнă лаптăксене çав вăхăтрах кӗрхи çӗртме тăваççӗ. 

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен умӗнче 44,8 пин гектар лаптăкри çӗрсене ӗçе кӗртес тивӗç тăрать. Районта 122 единица сухалакан агрегат пур. Вӗсен кулленхи продуктивлӑхӗ 1340 гектарпа танлашать.

Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗ: 6 уйӑхри кӑтартусем

Районта пӗтӗмӗшле сӗт сӗт суса илесси 11227 тоннăпа (2022 ҫул тӗлне 2022%) танлашнӑ. «Цильна» обществӑпа сӗт туса илесси, иртнӗ çулти çав тапхăртипе танлаштарсан, 717 тонна ытла пулчӗ — 5321 тонна. Фермер хуҫалӑхӗсенче сӗт калӑпӑшӗ — 1265 тонна. 

"Молко —Çӗпрел«те ултă уйăх хушшинче 4343 тонна сӗт туса илнӗ. Унта талӑкра 19 тонна сӗт сăваççӗ, пӗр ӗнене 14 килограмм сӗт тӳрӗ килет. «Молко — Çӗпрел» май уйӑхӗнче Калуга облаҫӗнчен 127 ӑратлӑ пӑру туяннӑ, вӗсенчен 27шӗ пӑруланӑ та ӗнтӗ, июль уйӑхӗнче тата 113 пуҫ туяннӑ, паянхи кун тӗлне пурӗ 240 тына илсе килнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев