«Помощь рядом! Пулăшу юнашар!» ыркăмăллăх юхăмӗ
Тутарстанра йӗркеленӗ «Помощь рядом! Пулӑшу юнашар!» ыркăмăллăх юхăмӗпе 400тен ытла Çӗпрел районӗн çынни апат-çимӗç пуххине илчӗ
Çак проект Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов инициативипе пурнӑҫланать. Проект çӗршывра коронавирус инфекцийӗ сарăлнине пула пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрура юлнисене пулӑшу кăтартассине шута илнӗ тата ăна республикăра пурăнакан 55 пинрен ытла çынна пама палӑртнӑ. Проект «Ак Барс банк» финанс пулӑшăвӗпе иртет.
Пулӑшу илекенсен чи пысӑк ушкӑнӗ – çын пуçне вăтам тупăшӗ пурăнмалли минимумран (8938 тенкӗ) сахалрах пулнă ҫемьесенчен 8 ҫултан аслӑрах ачасем. Апат-ҫимӗҫ пуххине ҫавӑн пекех тупăшӗ 7311 тенкӗрен сахал пулнă 16 пинрен ытла 65 ҫултан аслăрах пӗччен пенсионер тата 9 пин çул çитмен ача илӗ, вӗсен ашшӗ-амăшӗ уйрăм предприниматель е харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулнă май пандемирен уйрăмах сиен курнă тытăмсенче регистрациленнисем. Апат-ҫимӗҫ пуххисене икӗ уйӑх хушшинче (май, июнь) тӑватӑ хутчен парӗҫ.
Майӑн 3-мӗшӗнче «Помощь рядом! Пулӑшу юнашар!» логотипне вырнаçтарнă пӗрремӗш çăк машини Çӗпрел районне те апат-ҫимӗҫ пуххисем илсе килчӗ. Çав кунах апат пуххисене пушатнă çӗрте тата килӗсене валеçнӗ çӗрте 50 яхӑн волонтер, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑнчӗҫ.
Апат-ҫимӗҫ пуххисене валеҫекен волонтерсем хушшинче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та пурччӗ. Вӑл Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан ултă ача амăшӗн Гульфинур Валиуллинан ҫемйинче пулчӗ тата вӗсене икӗ апат-ҫимӗҫ пуххине пачӗ.
– Ҫак йывӑр вӑхӑтра пире пулӑшакансене тав тăватпăр. Пурнӑҫ лăпкă, тӗнче тăнăç тăтăр, ертӳçӗмӗрсене Турӑ сывлӑх патӑр, – терӗ Гульфинур Валиуллина.
Ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ пуххине Марат Гафаров Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Фиркать Айнуллова та кӳрсе пачӗ.
– Çакăн пек пулӑшу маншӑн пысӑк парне. Пенсийӗм пӗчӗккӗ – 5 000 тенкӗрен кăшт кăна пысăк. Электричествăпа газшăн тӳлетӗп те пӗтсе те каять, апат-ҫимӗҫ туянма укҫа юлмасть та темелӗх. Ҫак ырӑ ӗҫе вăя кӗртнисене, ӑна пурнăçлакансене, пире аса илсе, тимлӗх кăтартакансене пысӑк тав тӑватӑп, – терӗ пенсионер.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пандемине хирӗç кӗрешнӗ вӑхӑтра пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрура юлнă, паянхи кун уйрăмах пулăшу кирлӗ пулнă çӗпрел çыннисене пулӑшу кăтартасси малалла пырассине пӗлтерчӗ. Çак юхăмра хутшăннă предпринимательсене, волонтерсене, тав тунине каларӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев