Поэт-фронтовик Шараф Мударрис ҫуралнӑранпа — 105 ҫул
Вăл творчество тӗнчинче йӗр хăварнă
«Манăн тӑван ялӑма,
«Хураката», теҫҫӗ.
Вăл — пысӑк ял, кашни ҫурт
Унта тирпейлӗ, илемлӗ...
Ҫак йӗркесемпе поэт хăйӗн тӑван ялӗ пурнӑҫӗнче мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине, ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех унта туртнине, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлеме хавхалантаракан пулнине ăнлантарать.
Шараф Мударрис хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӑван енне халалланать, нумай произведенисем ҫырать. Кун ҫинчен вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ каçра та калаҫрӗҫ, ентешӗмӗре, поэт-фронтовика мăнаçланса аса илчӗҫ.
Каҫ унăн тӑван ялӗнче, Хураката ялӗн Культура çуртӗнче иртрӗ. Шкул ачисем сӑвӑсем каларӗç, юрӑсем юрларӗҫ, наци ташшисене пурнăçларӗç. Писатель 105 ҫул тултарнӑ тӗле йӗркеленӗ художествӑлла вулавсен, ӳкерчӗксен конкурсӗсен пӗтӗмлетӗвӗсене пӑхса тухрӗç. Ҫӗнтерӳҫӗсене, хутшӑнакансене, каҫа йӗркелекенсене парнесем пачӗç, тав сӑмахӗсем каларӗç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов ентешӗн иртнӗ пурнӑҫӗ, творчестви ҫинчен калаçрӗç.
Шараф Мударрис тӗрлӗ енлӗ пултаруллă ҫын пулнă. Вӑл сӑвӑсем кăна çырмасть, ют чӗлхесенчен тутарла хайлавсем те куҫарать.
1937 ҫулта вунсакӑр ҫулти студентӑн «Ӳссе ҫитӗннӗ вăхăтра» ятлă сӑвăсен пӗрремӗш пуххи пичетленсе тухать. 1941 ҫулта вăл куçарнипе чӑваш литература классикӗн К. Ивановӑн паллă «Нарспи» поэми çут тӗнче курать.
Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласах малти линире пулать, минометчик, унтан тутарсен фронтри хаҫачӗсен ҫар корреспонденчӗ пулса вăрçă çулӗсене иртет, аманать, контузи илет, уйрăм паттӑрлӑхӗсемшӗн орденсемпе, медальсемпе наградӑланать.
1946 ҫулта Ш. Мударрис Хусанта республика хаҫачӗсен редакцийӗсенче литература ӗçченӗ пулса ӗҫлет. 1956 ҫулта, куçăмсăр майпа, Мускаври Литература институтӗнчен вӗренсе тухать. Ҫак ҫулсенче поэтӑн пултарулӑхӗ жанр тата содержанийӗ енӗпе тӗрлӗленсе пырать. Вӑл пысӑк калăпăшра поэмӑсем, поэзилле повеҫсем, лирикӑпа публицистла сӑвӑсем, юмор тата сатирӑллӑ хайлавсем, памфлетсем, калавсем ҫырать.
Тутар поэзийӗнче пӗрремӗшӗсенчен пулса сонет жанрӗ патне ҫул уҫать, унӑн илемлӗ тӗслӗхӗсене ҫырса кăтартать.
Ш. Мударрис — 1946 ҫултан пуçласа СССР (Тутарстан) Писателӗсен союзӗн членӗ.
Вӑл 1963 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче пурнăçран уйрăлса каять.
Справка
Поэт-фронтовик, калавҫӑ, публицист Шараф Мударрис творчествине манӑҫа ан тухтăрччӗ, ҫутӑ астăвăмӗ ӗмӗрлӗхех асра юлтӑрччӗ тесе районти тата Марс ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем тӑрӑшнипе грант проекчӗ ҫырнă. Грант укҫи-тенкипе Хураката ялӗнчи Культура çуртӗнче музей кабинечӗ тунӑ, интерактивлӑ оборудовани туяннӑ. Çак мероприятие те гранта пурнӑҫлас шайра ирттерчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев