Почтальон — кашни килтех кĕтнĕ çын
Хулӑн сумка ҫакса, 17-мӗш ҫул
Почтальон — кашни килтех кĕтнĕ çын. Хальхи саманара, компьютер технологийĕсен ĕмĕрĕнче, почтальон профессийĕ çав-çавах хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть-ха. Анчах почта ӗçӗ-хӗлӗнчи лару-тӑру юлашки ҫулсенче почтальонăн ӗçне ҫак профессие чи парӑннисем тата чи чăтăмлисем кăна пурнăçланине кӑтартса парать.
Кивӗ Йӗлмел ялӗнче почтальон пулса ӗçлекен Ольга Владимировна Карсакова шăпах çавăн пеккисенчен. Вăл вунҫиччӗмӗш ҫул ӗнтӗ Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи ҫыхӑну уйрӑмӗнче почтальон пулса вăй хурать.
Ольга нумай ачаллӑ Ивановсен ҫемйинче çут тӗнчене килнӗ. Вӗсем виҫӗ ывӑлпа пилӗк хӗр пӗрле ӳссе ҫитӗнеççӗ. Ольга вара ачасенчен чи кӗçӗнни пулса ӳсет. Хальхи вӑхӑтра унӑн тетӗшӗ Сергей тата виҫӗ йӑмӑкӗ Мария, Ирина, Елена хăйсен ҫемйисемпе ялта пурӑнаҫҫӗ. Икӗ тетӗшӗ Юрий тата Николай, ҫавӑн пекех, йӑмӑкӗ Татьяна Ульяновск хулинче ӗҫлесе пурăнаççӗ. Аслисене, çемьене хисеплесси, ӗҫченлӗх, тӳр кӑмӑллăх пек пахалӑхсене Ольга шӑпах нумай ачаллӑ ҫемьере илет. Ольга икӗ ача амӑшӗ: хӗрӗ Екатерина Граждан авиацийӗн институтӗнче вӗренсе, техносфера хӑрушсӑрлӑхӗ (ӗҫ сыхлавӗ) енӗпе специальность илет, Ульяновскри аэропортра ӗҫлет, хальхи вӑхӑтра ывӑл ӳстерет. Унпа пӗртăван Илья вара, Ульяновск хулинчи колледжра программист специальноçне алла илнӗ хыҫҫӑн, Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретӗнче службӑра тӑрать. Хальхи вăхăтра Ульяновск хулинче ӗҫлет.
Ольгăн мăшăрӗ — Дмитрий агрофирмӑра «КамАЗ» машинăпа сӗт турттаракан пулса ӗҫлет. Пӗр тӳпе айӗнче икӗ Ольга, кинпе хуняма, вара пӗр-пӗринпе килӗштерсе, ăнланса пурăнаççӗ, килти, хуҫалӑхри ӗҫсене те пӗрле канашласа пурнӑҫлаççӗ.
Ольга Владимировна 2007 ҫулăн октябрь уйӑхӗнче почтальонăн яваплă тивӗçне пуçăнать.
— Ун чухнехи почта уйрăмӗн начальникӗ Нина Кузнецова мана ӗҫе илнӗччӗ. Çавăнтанпа эпӗ пиллӗкмӗш начальникпа ӗҫлетӗп. Вӗсем: Елена Головина, Светлана Алякина, Светлана Мискина тата акă паян эпир ҫыхӑну уйрăмӗн пысӑк мар коллективӗнче, Альбина Айнуллова ертсе пынипе ӗҫлетпӗр, — тет Ольга Карсакова хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен калаçса.
Почта уйрӑмӗн ӗҫ атмосферипе интересленсе, кунта туслӑхпа ӑнлану атмосфери хуçаланнине те пӗлтӗм. Ӗҫлӗ активлăх условийӗнче, виçӗ почтальон, Ирина Ефимова, Кивӗ Чукал ялӗнчен Ирина Айзятуллова Ольгăпа пӗрле килӗштерсе ӗçлеççӗ. Вӗсем ӗҫ графикӗ тӑрӑх (тунтикун, юнкун тата эрнекун) хӑйсене шанса панă тивӗҫсене тӗрӗс пурнӑҫлаҫҫӗ: мӗнпур вулакансем валли хаҫат-журналсене, ҫемье валли заказ конверчӗсене, çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тӳлемелли хутсене, ҫавӑн пекех, патшалӑх органӗсенчен килнӗ ҫырусене вӑхӑтра илсе ҫитереççӗ.
Почта ĕçченĕсем ял çыннисене кулленхи пурнăçра кирлĕ таварпа — апат-çимĕç, йăлара усă куракан продукцисемпе тата ыттипе те — тивĕçтереççĕ. Çак енӗпе те почтальонсене уйӑхне 15-20 пин тенкӗлӗх тавар сутма тӳрӗ килет. Ольга Владимировна ăна та чыслӑн пурнăçлать. «Тăван ен» район хаçачӗн çырăнтару кампанине çулталăкра икӗ хутчен ирттереççӗ, ку тӗлӗшпе пирӗн ӗçченӗмӗр халӑх умне лартнӑ плана, ҫулсерен 100 экземпляртан кая мар çырăнтарса, пурнӑҫлать. Унтан почтальонăн тӗп тивӗçӗсенчен пӗри — пенси укçине парасси. Кашни пенсионер, вӗсем ял ҫыннисен пӗрре виҫҫӗмӗш пайне яхӑн, палӑртнӑ кун пенси килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтет.
Сӑмах май, манăн пенси укçи илмелли кун — кашни уйӑхӑн вуниккӗмӗш числи. Май килнипе усӑ курса, эпӗ Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи почта уйрӑмӗн хальхи начальникӗпе Альбина Айнулловапа калаҫса илтӗм. Вӑл хăйне палăртнă ӗç пирки мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлтӗм. Ҫавӑн пекех, вӑл почтальон Ольга Карсакова халăха сӗнекен таварсене сутас енӗпе хӑйӗн тивӗҫӗсене, хаҫат-журналсем тата заказ ҫырӑвӗсем илсе килессине тӗплӗн пурнӑҫланине, клиентсемпе яланах пӗр чӗлхе тупма пӗлнине палӑртса иртрӗ. Вăл каланă тăрăх, Ольгăпа пӗрле ӗҫленӗ хушăра пенсисемпе ҫырусене вӑхӑтра илсе ҫитерменни пирки пӗр çăхав та пулман.
Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Çӗпрелӗнчи почта ҫыхӑнӑвӗн Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи уйрăмӗн почтальонӗ Ольга Карсакова «Тутарстан почти» федераллă патшалăх унитари предприятийӗн директорӗн Р. В. Кузнецован Тавне тивӗçрӗ. Вăл, çавӑн пекех, иртнӗ çул нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн, пысӑк профессионализмшӑн, почта ҫыхӑнӑвне аталантарас енӗпе хăйӗнчен пысăк пай кӗртнӗшӗн Пӑвари районсем хушшинчи почта начальникӗн А. Р. Шайхаттаровӑн Тавне илме тивӗçлӗ пулчӗ. Хисеплӗ почтальонăмăра Ольга Владимировнана сывлӑх, телей, ҫемьере ырлӑх тата ӗҫӗнче ăнăçусем сунатӑп.
Малалла тăсса
Шел пулин те, паян районти чылай ялсенче, çавăн пекех район центрӗнче те, ҫак професси специалисчӗсен ҫитменлӗхӗ палăрать. Почтальонсем Аслă Чăнлă, Кӗçӗн Аксу, Тури Хураката, Кӗçӗн Чăнлă (ялта почта уйрӑмӗ хупӑннă), Кивӗ Ишлӗ, Кивӗ Кахӑрлӑ, Чӑваш Паснапуç, Кивӗ Йӗлмел, Кивӗ Çӗпрел ялӗсенче те кирлӗ (ред.).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев