Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пирӗн хаҫата юратаҫҫӗ

Хаҫат-журналсем çырăнтармалли кампанийӗн юлашки уйăхне кӗтӗмӗр.

Чӑнах та, халӗ ҫырăнтару ӗҫӗ кӑткӑсланса пырать: хӑш-пӗр ялсенче почтальонсем ҫитмеҫҫӗ, çырăнтару хакӗсем те ӳсеҫҫӗ, пичет кӑларӑмӗсенчен хыпар илес вырӑнне унăн ҫӗнӗ тӗсӗсенчен – телефонсенчен тата электронлӑ çăлкуçсенчен вуласа пӗлме пулать.

Ҫапах та, пирӗн хаҫата кашни ултӑ уйӑхрах çырăнса пыракансем тата ăна юратса вулакансем пулни пире питӗ савӑнтарать. Ҫак кунсенче кӑна редакцие Рамис Сибгатуллин килчӗ. Хăй вăл Ульяновск хулинче пурӑнать. Амӑшӗ валли хаҫат çырăнма килнӗ. Дидара аппа 89 ҫулта пулсан та, хаҫатсене пӑхса, вуласа пырать иккен. Эпир, паллах, савӑнсах çырăнтартăмăр. Дидара аппана ырă-сывă, 100 ҫултан иртиччен пурăнма сунтăмăр, эпир вара ăна 90-95-100 ҫул тултарнă ятпа  ертӳçӗсемпе пӗрле саламлăпăр терӗмӗр! Çакӑн пек юбилярсем патне пырса кӗрсен, вӗсен сӗтелӗсем ҫинче «Туган як», «Тăван ен» хаçатсем выртнине курма, пӗлетӗр-и, мӗн тери кӑмӑллӑ?!

Июнь уйӑхӗнче çырăнтару кампанийӗ вӗҫленесси ҫинчен пӗлнисем редакцие татах та килчӗç – хаҫат çырăнас тесе. Пурне те тав тӑватпӑр – эпир сирӗншӗн, ҫак районта пурӑнакансемшӗн ӗҫлетпӗр! Сирӗн савӑнӑҫ – пирӗн савӑнӑҫ, сирӗн хуйхӑр – пирӗн хуйхӑ.

Пурнӑҫра савӑнӑҫсем ытларах пултӑрччӗ тесе тата эсир пирӗн хаҫата çырăнасса ӗмӗтленсе, «Туган яксем», «Тăван енсем».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев