Пирӗн пата инвесторсем килчӗҫ
Çулçӳревӗн тӗллевӗ – икӗ еншӗн те усăллă пулнă ӗçлӗ çыхăну хутшăнăвӗсене йӗркелесси
Ҫак кунсенче района ӗç визичӗпе Узбекистан тата Иран Республикисенчен инвесторсем килчӗç. Хӑнасем район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа тӗл пулчӗҫ. Визит вӑхӑтӗнче малашнехи ӗҫлӗ ҫыхӑну тата пӗрлехи проектсене пурнӑҫламалли ыйтусене пӑхса тухрӗç.
Узбекистанран килнӗ представительсем: Исмоилжон Абдулхаков, Раушан Абдураханов, Тимур Хамзаев тата Галиб Самбаев районта халва, полиэтилен производстви енӗпе ӗç-хӗле анлăлатма, ҫавӑн пекех, çăмăл промышленность тата ытти нумай интереслӗ çул-йӗрсемпе ӗçлеме пулнипе пулманнине пăхрӗç.
Иран Ислам Республикин представителӗ, «Ventis Union AMG» компанисен ушкӑнӗн ертӳҫи Мирзаи Гази Аббас Муслем те Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗсенче, ҫав шутра районсенче партнерлăх хутшӑнăвӗсене йӗркелессишӗн майсене палăртас тӗллевпе килнӗччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑнасене Ҫӗпрел районӗн инвестици потенциалӗпе паллаштарса, районăн пӗчӗк бизнесне малашне аталантарассине палӑртрӗ. «Ял хуҫалӑх районӗ пулнă май, кунта халӑх хуçалăхӗ валли, кулленхи пурнӑҫ валли пурне те ӳстереççӗ, анчах производство, ӗçе кӗртесси хальлӗхе аталанман-ха. Çавăнпа та малашне ӳстернӗ выльӑх-чӗрлӗхрен аш-какай продукцийӗсем – типӗтнӗ аш, колбаса, сӗтрен – ҫу, турăх, хӑйма, кефир, тырӑран – ҫӑнӑх, ҫуллӑ культурӑсенчен – ӳсентӑран ҫӑвӗ тата ытти продукци туса кăлармалли цехсем тăвассине шута илетпӗр. Районăн малалли аталанăвӗ – ӗçе кӗртес çул-йӗр. Çавна май çак çыхăнура ҫӗнӗ бизнес-проектсене сӳтсе явма яланах хатӗр, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Ринатович.
«Çӗпрел» промышленность паркӗнче ҫӗнӗ резидентсем валли вырăн пулнине те пӗлтерчӗ район пуҫлӑхӗ. Паянхи кун тӗлне промышленность паркӗ мӗнпур кирлӗ коммуникацисемпе: электричествӑпа, газпа, шывпа оборудованиленнӗ. Кунта хӑйсен ӗҫне пуҫлас текенсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ условисем те пур.
20 гектар лаптӑка йышӑнакан промышленность зонинче тӑхӑр резидент ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Хӑнасем çак производство цехӗсене пăхса та çаврăнчӗç.
Делегаци сӗт йышăнакан тата сӗтрен продукци туса кӑларакан «Исток» комбината, ҫавӑн пекех «Атӑл ҫи цеолит» обществӑн Анат Чакă ялӗнчи карьерне, район центрӗнчи фасовочнӑй цехне ҫитсе курчӗ.
Юлашкинчен çакăн пек тӗлпулу, паллашса çӳрени икӗ еншӗн те усăллă пулнине палăртрӗç.
– Эпир тараватлӑ, туслӑ та ӑнӑҫуллă тӗлпулушӑн тав тӑватпӑр. Районта предпринимательствăна аталантарассишӗн потенциал çирӗп пулни ăмсантарать, – тесе палӑртрӗ Узбекистан представителӗ Тимур Хамзаев. – Пирӗн те сирӗнтен нумай вӗренмелли пур, ҫав вӑхӑтрах сире сӗнмелли япаласем те пайтах.
Иранăн бизнес представителӗ Мирзаи Гази Аббас Муслем та санкцисемпе ҫыхӑннӑ май ҫӗршыври лару-тӑрӑва лайӑх ӑнланни тата Раҫҫейре кирлӗ продукци туса кӑларассине йӗркелесе ярассишӗн, çаплах, Çӗпрел пек район территорийӗнче те партнерлăх хутшăнăвӗсене тума хатӗр пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев