Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пирӗн асăмăрта юлӗç

Сывлăшпа десант çарӗсен кунӗнче районта тӗрлӗ мероприятисем иртрӗç

Мероприяти ирхине Хулаçырми ялӗн мӗнпур ӑрусен воин-десантникӗсене тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнӗ воин-десантника Денис Петрович Исаева асăнса лартнă монумента уҫнипе пуҫланчӗ. 
Мероприятире хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Чăваш Республикин Патшалӑх Совечӗн депутачӗ, ентешӗмӗр Николай Угаслов саламларӗç.

— Сывлăшпа десант ҫарӗсен кунне эпир яланах уйрӑмах мӑнаçлăхпа кӗтсе илетпӗр. Çак çар ҫыннисене ҫӗршыв историйӗнче хӑйсен йӗрне хӑварнӑ çар юхăмӗсенче чи кӑткӑс задачӑсем çирӗплетеççӗ, десантниксем вӗсене яланах чыслӑн пурнӑҫланă тата паянхи кунчченех пурнӑҫлаҫҫӗ. Çак астăвăм монуменчӗ пиртен уйрăлса кайнă воин-геройсене аса илмелли, ҫавӑн пекех, ӑрусене пӗрлештерекен тата ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани памалли символ пулӗ, тесе шанатӑп, — терӗ Марат Гафаров.

Мероприятире ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнисене пӗр минут шăп тӑрса аса илчӗç, монумент умне чечексем хучӗҫ.
Астăвăм плитине выртаçтарас ӗҫӗн пуҫаруçи тата йӗркелӳçи — Анатолий Храмов. Анатолий Храмов хӑй те — десантник. Мероприяти пынӑ май, ҫак ӗҫе пысӑк пай кӗртнисене пурне те Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ. 

Ҫавӑн пекех, Сывлӑшпа десант ҫарӗсен кунӗнче Чӑваш Çӗпрел ялӗнчи воин-десантниксене халалланӑ Стелăна уҫрӗç. Йывăç хунавӗсем лартрӗç. Стелăна шкул умне вырнаҫтарнӑ. Стела тӑвас идея Юрий Албутовăн. Идейăна пурнăçлама ҫак ялтан тухнă десантниксем пулăшнă.

Стела уҫнă çӗрте районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов хутшӑнчӗ.

Ҫакӑн пек мероприяти кӑнтӑрла иртсен, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче те пулчӗ. Çӗнӗ Йӗлмел тӗрлӗ тапхăрта çӗршывшӑн кӑткӑс лару-тӑрусенче, çар конфликчӗсенче хӑйӗн тӑватӑ ывӑлне ҫухатнӑ ял. Çӗнӗ Йӗлмел ялӗн çыннисем тӑрӑшнипе ял варринче Мухтав Аллейи туса хурса, унта Афганистанра, Чечня Республикинче çар конфликчӗсенче тата Украина территорийӗнче ятарлă çар операцийӗнче вилнӗ Геннадий Чамин, Николай Пришельцев, Александр Шуркин, Андрей Годунов халăх асӗнче ячӗсем ӗмӗрлӗхе юлччăр тесе, вӗсен сӑн ӳкерчӗкӗсене, вӗсем ҫинчен пухса хатӗрленӗ информацисене ҫырнӑ монументсем уҫрӗç. 

— Астăвăм ӗмӗрлӗхе юлӗ, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. — Эпир манмасан, хăйсен пурнӑҫне ҫӗршывшӑн панӑ геройсен ячӗ те ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев