Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Пилӗк каччă   салтака кайрӗç

Каччăсем ӗнтӗ вӑтам шкула вӗçленӗ хыççăн, техникумсенче вӗренме ӗлкӗрнӗ, професси илнӗ.

2000-2001 çулсенче çуралнă Ильнар Алимов (Тутар Паснапуç), Айрат Аскаров (Кивӗ Шемӗршел), Ильмас Зайнутдинов (Анат Хураката), Раиль Исхаков (Çӗнӗ Кахăрлă), Булат Хайруллов (Аслă Чăнлă) çар службине кайрӗç. Вӗсене П.В. Дементьев ячӗллӗ паркран район ертӳçисем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсемпе тӑванӗсем ӑсатрӗç.

– Эсир Çӗпрел (!) каччисем, ҫакна ан манӑр. Ăҫта кăна службӑра пулсан та, сире пăхса Тутарстан Республикине, унăн халăхне хаклӗҫ, пуçăра ан усăр, – терӗ Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов каччăсене ăсатнă чух.

Аслӑ Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Фаиль Фатхуллов та, мӗнпур ял пуҫлӑхӗсен ятӗнчен, каччăсене ăнăçусем сунчӗ.

Каччăсем ӗнтӗ вӑтам шкула вӗçленӗ хыççăн, техникумсенче вӗренме ӗлкӗрнӗ, професси илнӗ. Ҫар службине те хатӗр пулнине пӗлтерчӗç.

Реклама

– Каяс пулать, – терӗ Раиль Исхаков, – пӗр çул  – мӗн вăл, иртӗ те кайӗ.

– Тетӗшӗ те служить турӗ, эпӗ хам та Чехословакире ҫар службинче пултăм, ун хыççăн та Вӑтам Азире ӗҫленӗ чухне тата тепӗр хут чӗнтерчӗҫ – ҫар условийӗсенче 6 уйӑха яхӑн пурӑнтӑмӑр, – тесе калаçса кайрӗ Раилӗн ашшӗ Равиль те. Вӑл ӗлӗк районта ҫулсем пулманнипе, ноябрь уйӑхӗнче, пылчăк çăрса, «ГАЗ-51» кузовӗ çинче çар комиссариатне килнине те аса илчӗ.

Анат Хураката  ялӗнчен ывăлне Ильмаса ăсатма килнӗ ашшӗ-амӑшӗ те ывăлӗ служить тунă хыҫҫӑн, тӑван ене ыр-сывă таврăнасса паянтанах ӗнтӗ кӗтме пуçлани çинчен пӗлтерчӗç.

Ҫапла пултӑр! Мӗнпур ачасене те ашшӗ-амăшӗ хăйсен тăван никӗсӗнче кӗтсе илмелле пултăрччӗ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев