Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Педагогсен августри канашлăвӗ

Районта ҫӗнӗ 2024-2025 вӗренӳ ҫулне старт пачӗç

Районти Культура çуртӗнче педагогика ӗçченӗсен август уйӑхӗнчи канашлӑвӗн пленарлă ларӑвӗ пулса иртрӗ. Кӑҫал вӑл «Пӗлӳпе воспитани панă çӗрте лидерлăх: пахалӑх тата результатсем» ятпа иртрӗ.

Вӗрентекенсен августри канашлӑвӗ пуҫланас умӗн, йăлана кӗнӗ тăрăх, хӑнасем çутӗç учрежденийӗсен ҫитӗнӗвӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Куравра пурнӑҫланакан проектсем, професси направленийӗ паракан лаптăксем вырăн илнӗччӗ. «Шкула кайма пулӑш!» акци шайӗнче кӑҫал 1 класа каякан ачасем валли шкул хатӗрӗсене пачӗҫ.

Конференци ӗҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн çутӗç министрӗн Сергей Кравцовӑн видео выступленийӗпе пуҫланчӗ. Министр паян вӗренӳ ӗҫченӗсем умӗнче тӑракан задачӑсем, вӗренӳпе воспитани сферинчи ҫӗнӗлӗхсем, педагогика ӗçченӗсен ӗҫ укçи çинчен тата ытти приоритетлӑ ыйтусем тӗлӗшпе доклад тунӑ май, вӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗ, ăнăçусем сунчӗ. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров конференци ӗҫне уҫса, çутӗç ӗçӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ педагогсене тав турӗ, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене парнесемпе чечексем пачӗ. Ветерансемпе пӗрле района пӗлӳ пама килнӗ ҫамрӑк кадрсене те чысларӗ.

Хӑйӗн сӑмахӗнче районти çутӗç пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетрӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли приоритетлӑ ҫул-йӗрсене палӑртрӗ. Докладран палăрнă тăрăх, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗ тухӑҫлӑ пулнӑ, ППЭ парассинче те ăнăçусем пур. Районти шкулсемпе ача сачӗсен вӗрентекенӗсемпе воспитателӗсем муниципаллă, республика тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссенче пысӑк кăтартусем çӗнсе илнӗ.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче районти çутӗç учрежденийӗсенче 1812 ача пӗлӳ илӗ. Шкул алӑкӗсене пӗрремӗш хут 130 ача уҫса кӗрӗ.

Газинур Халиуллов вӗренӳ ҫулӗнче олимпиадӑсенче хутшӑнни, патриотла ҫул-йӗр енӗпе ӗҫлени, педагогсен квалификацине ӳстерни, Патшалӑх пӗрлехи экзаменӗсене ирттерни тата ытти ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Кӑҫалхи вӗренӳ çулӗнче Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче вырăс чӗлхипе вăтам балл — 61,72, математикӑпа — 170,34 танлашнӑ.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗрленни, хӑтлӑх, тирпей-илем ӗçӗсем те районти çутӗç ертӳҫин сӑмахӗнче палӑрчӗ. Наци вӗрентӗвӗпе воспитани ыйтӑвӗсем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Паянхи кун районта тутар чӗлхипе — 12 шкулта, чӑваш чӗлхипе 8 шкулта пӗлӳ параççӗ.

— Пӗлӳ паракан учрежденисем пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗрленсе ҫитрӗҫ. Ача сачӗсенче, шкулсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. «Шкулти апат-ҫимӗҫ блокӗсене тӗпрен юсасси», «Точка Роста» программӑсемпе килӗшӳллӗн чылай ӗç илсе пырăнчӗ. Малашне те çак ӗҫсем малалла тӑсăлӗç, вӗрентекенсемпе вӗренекенсемшӗн те пахалӑхлӑ пӗлӳ парас, вӗренӳ валли хальхи условисем туса парӗҫ, — терӗ ертӳҫӗ.
Докладчик, çаплах, паянхи вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлӗнчи проблемӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ку — кадрсем çитменни. Районти шкулсене математика, физика, хими, акӑлчан чӗлхине вӗрентекенӗсем кирлӗ.

Конференцире Çӗнӗ Упи тӗп пӗлӳ паракан шкулăн директорӗ Сергей Молгачев тата Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулăн ашшӗ-амӑшӗсен комитечӗн ертӳçи Зейсан Ханбикова тухса калаçнине те итлерӗҫ. 
Канашлу ӗҫне Ильдар Гильмутдиновпа Ринат Гайзатуллин, Тутарстан Республикинчи Çутӗç тата наука министерствин патшалӑх программисемпе проекчӗсене пурнӑҫлас енӗпе пайӑн начальникӗ Фарида Зайнетдинова хутшӑнчӗç.

Хӑнасем тухса калаçнӑ май, çутӗç ӗçӗ-хӗлӗнче ҫулсерен улшӑнусем пулса пынине палӑртрӗҫ. Çутӗç министерствин представителӗ Фарида Зайнетдинова кӑҫал предметсем ҫӗнӗ вӗрентӗве кӗртнине çирӗплетрӗ. Юлашки ҫулсенче наци проекчӗсемпе пурнăçланнă ӗçсене те палăртрӗ. Ку ӗҫсене малашне те туса пырӗҫ. Шкулсенче музейсем тăвасси çине уйрӑмах тимлӗх уйӑрма чӗнсе каларӗ. 

— Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа шкулсенче Тӑван çӗршыва хӳтӗлемелли ӗҫ никӗсӗсене вӗрентме пуçăнӗç. Ҫак предметсемпе кабинетсене пуянлатасси ҫине тимлӗх уйӑрӗҫ. Ҫавӑн пекех, шкулсенче воспитательсен должноҫӗсене кӗртнӗ. Вӗсене хушма укҫа тӳлевӗ пулӗ, — терӗ вӑл. 

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çутӗç ӗҫченӗсем умне ҫӗнӗ тӗллевсем лартрӗ, вӗренекенсене сывлӑхлӑ личность пулма воспитани парасси чи кирли пулнине палӑртрӗ.

— Кирек мӗнле инноваци пӗлӗвӗ парсан та, ачана пурнӑҫ валли хатӗрлемелле. Вӑл хӑйӗн ҫулне тупма пӗлтӗр тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пултӑр. Професси çул-йӗрӗ енӗпе воспитани парассине ача садӗнченех пуҫламалла ӑна тӗллевлӗ тумалла. Республика рейтингӗнче çутӗç ӗçӗ енӗпе эпир ҫирӗп вырӑн йышӑнатпӑр. Анчах ку лӑпланма памасть. Вӗрентӳпе воспитани процесӗнче тата та лайӑх кăтартусем тума пирӗн мӗнпур майсем пур, — тесе Марат Ринатович педагогика ӗçченӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысăк ăнăçусем тума сунчӗ. 

Августри конференцире наградӑсем нумай пулчӗç. Çутӗç ӗçӗнче палӑрнӑ ӗҫченсем кӑкӑр çине çакмалли паллăсене, ТР Çутӗç министерствин, район пуҫлӑхӗн тата районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене тивӗçлӗ пулчӗç.

Районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 31 учреждени: 18 вӑтам, 3 тӗп шкул, 2 филиал тата 8 пуҫламӑш шкул-ача сачӗ, ҫавӑн пекех шкулчченхи 19 учреждени-ача сачӗ ӗçлет. Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ тата «Талантсен планети» ачасен творчество çурчӗ пур. Пӗтӗмпе пӗлӳ паракан учрежденисенче 866 специалист вӑй хурать. Вӗсенчен 449шӗ — педагогсем, 60шӗ — ача садӗнче ӗҫлекенсем, 7-шӗ хушма пӗлӳ паракан педагогсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев